АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунарçăн тивĕçĕ - çут çанталăка упрасси

16 марта 2018 г.

Сунарçăн тивĕçĕ - çут çанталăка упрасси

Сунар - усăллă та интереслĕ кану. Анчах унта та çирĕп йĕрке пур. Февраль уйăхĕн вĕçĕнче черетлĕ сунар тапхăрĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ. Малалла сунарçăсем вăрмансенче чĕр чунсене шута илессипе ĕçлеме тытăнĕç. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа февраль уйăхĕччен пынă сунар тапхăрĕнче хамăр район территоринче 16 браконьера тытса чарнă. Вĕсене пурне те суд урлă айăпласа штрафланă. Унсăр пуçне вĕсен пăшалĕсене çулталăклăх туртса илнĕ. Халĕ малалла сунарçăсен вăрманти тискер чĕр чунсене сыхласа хăварасси тата апатлантарасси çине тимлĕх уйăрмалла.

Элĕк район территоринче пурĕ 115 сунарçă. Вăл шутран 70 проценчĕ - çамрăксем. Вĕсенчен пĕри те асăннă вăхăтра йĕркене пăсни пулман. Тĕрĕссипе, кашнинех сунар тапхăрĕ пынă вăхăтра та, иртсен те хамăр тăрăхра пурăнакан тискер чĕр чунсене упраса тата сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла. Тĕрĕслев йĕркине пăхăнса апатлантарассипе хастар ĕçлекен сунарçăсен шутĕнче - Николай Игнатьев (Хитекушкăнь), Сергей Петров (Тури Карачура - «Авангард») тата Тукачри Сергей Романов. Вĕсем хăйсен укçи-тенкипе чĕр чунсене тимлĕх уйăраççĕ. Сăмах вĕсене апатлантарасси пирки пырать. Çав вăхăтрах сунарçăн тивĕçĕ шутне чĕр чун е кайăк-кĕшĕк тытасси кăна кĕмест, вăл çут çанталăка упраса тата сыхласа хăварассишĕн те яваплă.

Енчен те путевкăна тÿлевсĕр илес килет пулсан сунарçăн çулталăкне 15 кун ĕçлемелле. Пирĕн районта сунарçăсем йĕркене пăхăннипе пăхăнманнине Патшалăх сунар инспекторĕ Юрий Михайлов тимлĕн тĕрĕслесе тăрать. Иртнĕ сунар тапхăрĕнче çамрăк сунарçăсем тилĕсене тытассипе лайăх ĕçлерĕç. Вĕсем асăннă чĕр чуна тытса ветеринари тĕлĕшĕнчен чир-чĕр пуррипе çуккине тĕрĕслерĕç. Ку енĕпе Юрий Николаев уйрăм предприниматель хăйĕн снегохочĕпе усă курса çивĕчлĕх кăтартрĕ. Çавăн пекех Николай Андреев (Тени), Николай Степанов (Тури Выла), Александр Морозов (Синер), Александр Скворцов (Тавăт), Владимир Никифоров (Выл Пасар) тата Юрий Андреев (Кураккасси) тимлĕхпе палăрчĕç. Сунарçăсен ĕçĕ кунпах вĕçленмест-ха. Вĕсем тăтăшах районта иртекен спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ.

Сунар тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн пурин те путевкăсене кĕске вăхăтра тавăрса памалла. Унсăрăн хĕллехи вăхăтра малашне сунара тухма путевка памасан та пултараççĕ. Палăртса хăварар - сунарçăсен çулталăкне пĕрре саккунпа килĕшÿллĕн взнос укçи тÿлемелле. Ку ĕçе те апрелĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла.

Черетлĕ сунар тапхăрĕ те çывхарчĕ, апла пулсан - сунарçăсене ирĕклĕх тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма та вăхăт. Пăшалсене лицензилес тата вĕсемпе усă курма ирĕк парас енĕпе «Вурнарский» районсем хушшинчи полици пайĕн инспекторĕ Андрей Самолетов ĕçлет. Уйрăмах çакна аса илтересшĕн: сунарçăсен яла кĕнĕ чухне тата пĕрле автомашинăра пăшала илсе çÿренĕ чухне ăна чехол ăшне чикмелле. Саккуна пăхăнса сунара тухнине нимĕн те çитмест. Кайăк-кĕшĕке тытассипе те йĕркене пăхăнмалла. Ан манăр, вĕсене упрасси - кашни сунарçăн тивĕçĕ.

Г.ДЕОМИДОВ,

районти сунарçăсемпе пулăçсен обществин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика