Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Мероприятирен пуян уйăхлăх

Оборонăпа массăллă ĕç, спорт уйăхлăхне кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă. Пĕр уйăх хушшинче çарпа патриотла воспитани паракан 7 пин мероприятие пурĕ 130 пин çын хутшăннă. 
“Тăватă Çĕнтерÿ балĕ” конкурсра 20 районпа хуласенчи кадет класĕсенчи 400 вĕренекен хăйсен маттурлăхне кăтартнă, çарпа прикладной виçĕ енлĕ ăмăртăвĕсенче 13 районти 186 çамрăк армеец тупăшнă тата ытти те. “Ылтăн шайба” клубăн çамрăк хоккеисчĕ-сен республикăри ăмăртăвĕнче 57 команда активлăхпа палăрнă. Паттăрлăх урокĕсем иртнĕ. “Çĕнтерÿпе утатпăр” ятлă çамрăк патриотсен халăхсем хушшинчи ХVI слетĕнче ?Пермь/ пирĕн республикăри кадетсен команди те пулнă. Пĕтĕм Раççейри “Эпĕ - çамрăк армеец” форума çĕршыври регионсен 85 делегацийĕ хутшăннă, пирĕн республика чысне Комсомольскипе Канаш районĕсенчи, федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕ, Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ хÿтĕленĕ.
Çарпа патриотла воспитани паракан мероприятисем пирĕн районта та сахал мар пулнă. Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта Владимир Борисович Алексеев ячĕллĕ турнира Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, республикăри ĕç тăвакан органĕсен представителĕсен командисем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ И.Головин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, Владимирăн ашшĕ - Б.Алексеев тухса калаçнă, спортсменсене ăнăçу суннă. “Шимкусы” команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, иккĕмĕшĕнче - “Министры”, виççĕмĕш вырăна “Буяново” волейболисчĕсем тухнă.



"Ял ĕçченĕ"
13 марта 2018
14:49
Поделиться