АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисемшĕн ăмăртрĕç

14 марта 2018 г.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисемшĕн ăмăртрĕç

Мартăн 8-мĕшĕ Вăрмар районĕнче пурăнакансемшĕн тĕрлĕ пулăмсемпе пуян кун пулчĕ. Арçынсем этемлĕхĕн черчен пайне - хаклă хĕрарăмсене çуркуннехи чи пĕрремĕш уяв ячĕпе - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе ăшшăн саламларĕç. Çавăн пекех вăрмарсем хĕле ăсатмалли уявра тулли кăмăлпа савăнчĕç: лашасемпе катаччи чупрĕç, çуллă икерчĕпе, техĕмлĕ шашлăкпа сăйланчĕç, художествăлла пултарулăх коллективĕсен концертне курса киленчĕç. Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта вара чи хастаррисем, чи пултаруллисем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç.

Пуçласа çак ăмăртăва 1948 çулта ирттернĕ. Çапла, район хыпарçине хисеплекенсем кăçал 70-мĕш хут урана йĕлтĕр сырса ăмăртăва хутшăнчĕç. Çак юбилейлă цифра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене те, спортсменсене хавхалантаракансене те пĕр чăмăра пухрĕ. Çанталăкĕ те ăмăртакансене майлă - сивĕ пулин те лăпкă, хĕвеллĕ тăчĕ. Мероприятине хутшăнакансене - районти шкулсенче вĕренекенсене, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче вăй хуракансене, уйрăм йĕлтĕрçĕсене, пĕр рете тăрса тухнăскерсене, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ З.Павлова сывлăх сунса спорт уявĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕç, пурне те спортра ăнăçу сунчĕç, вăрмарсем малалла та сывă пурнăç йĕркипе туслă пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Ăмăртусен тĕп судйи, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура вĕрентекенĕнче вăй хуракан А.Ноздрин ăмăртăвăн положенийĕпе паллаштарчĕ.

Ăмăртусем командăсен эстафетинчен пуçланчĕç. Кашни командăра виçшер спортсмен пулчĕ. Старта 4-5 классенче вĕренекенсем тухрĕç. Арçын ачасем хушшинче 1 км дистанцие парăнтарса Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди финиша чи малтан çитрĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Шăхальти тĕп шкул иккĕмĕш вырăн, Кĕлкешри тĕп шкул виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрачасем хушшинче Чулкасри тĕп шкул команди чи хăвăртти пулчĕ. Вĕсем 500 м чупрĕç. Малалла 6-7 классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Арçын ачасен те, хĕрачасен те 1 км чупмалла пулчĕ. Арçын ачасем хушшинче Пинерти тĕп шкул пĕрремĕш, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул иккĕмĕш, Чупайĕнчи тĕп шкул виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрачасем хушшинче Чупайĕнчи тĕп шкулăн пĕр ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн, тепĕр ушкăнĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Пинерти тĕп шкул вара иккĕмĕш пулчĕ. Акă, старта 8-9 классенче ăс пухакан çамрăксем тухрĕç. Вĕсем 2 км чупрĕç. Кунта каллех чупайсем хăйсен хастарлăхĕпе палăрчĕç. Яшсем хушшинче Чупайĕнчи тĕп шкулăн икĕ ушкăнĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пинерти тĕп шкул команди те маххă памарĕ, виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Кунта Мăнçырмари вăтам шкул командине те ырласа хăвармалла. Хĕрсем хушшинче те Чупайĕнчи тĕп шкул пĕрремĕш пулчĕ. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул финиша иккĕмĕш, Кивĕ Вăрмарти шкул виççĕмĕш çитрĕç. 10-11 классенче вĕренекен яшсем хушшинче 3 км дистанцие чупса Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул пĕрремĕш, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул иккĕмĕш, Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хĕрсем 2 км чупрĕç. Вĕсем хушшинче те Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул пĕрремĕш, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Районти шкулсенче вĕренекенсем пурте питĕ пултаруллă пулчĕç. Хăшĕсем çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреймерĕç пулин те пуçĕсене усмарĕç, çитес ăмăртусенче тата хастартарах пулма сăмах пачĕç. Пирĕн районта çакăн пек мал ĕмĕтлĕ ачасем пулни савăнтарать. Тренерĕсемпе вĕрентекенĕсем вĕсемпе мухтанма пултараççĕ.

Малалла йĕлтĕр йĕрĕ çине аслăрах ÿсĕмрисем тăрса хăйсене тĕрĕслерĕç. Кунта арçынсем активлăхпа палăрчĕç. 20-29 çулхи арçынсем хушшинче Н.Васильев /Атайкасси/ пĕрремĕш, С.Иванов /Энĕшпуç/ иккĕмĕш, С.Капитонов /Мăнçырма/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 30-39 çулхи арçынсем хушшинче С.Елаков /Чупай/ финиша чи малтан çитрĕ, Н.Ванюков /Тупах/ иккĕмĕш, А.Павлов /Анаткас/ виççĕмĕш пулчĕç. 40-49 çулхисем хушшинче Э.Мясников /39-мĕш пушар чаçĕ/ пĕрремĕш, А.Димитриев /Чупай ял тăрăхĕ/ иккĕмĕш, А.Горбунов /Шăхаль/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 50-59 çулхисем те хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. М.Гаврилов /Чупай/ чи хăвăртти пулчĕ. Н.Павлов /Чулкас/ иккĕмĕш, Г.Боредский /Пинер/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çÿлерех асăннисем пурте 2 км дистанцие парăнтарчĕç. Вĕсенчен аслăраххисем 1 км чупрĕç. 60-69 çулхисем питĕ хастар пулчĕç. В.Федоров /Кивĕ Вăрмар/ финиша пĕрремĕш, Н.Андреев /Вăрмар поселокĕ/ иккĕмĕш çитрĕç. Яланхиллех спорт ветеранĕсем те айккинче юлмарĕç, 70 урлă каçнă арçынсем хушшинче Вăрмар поселокĕнчи Н.Михайлов пĕрремĕш, В.Лирзай иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Хăйсен çирĕплĕхне тепĕр хут ĕнентерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе медальсем парса чысларĕç.

Ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ А.Ноздрин тĕп судьяна, Н.Изосимов, Л.Агапова, Г.Исаев, Э.Андреева, С.Чубукова, Л.Аршинова судьясене тав сăмахĕ калать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика