Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, ытла та чипер эсĕ, чăваш пики!

13 марта 2018 г.

Илĕртỹллĕ те чипер, пултаруллă пикесем районăмăрта сахал мар. Вĕсем мартăн 6-мĕшĕнче хăйсен ăсталăхне тата пултарулăхне вырăнти культура çуртĕнче "Чăваш пики-2018" конкурсра тепĕр хут çирĕплетрĕç. Унта тĕрлĕ ялсенчен килнĕ чи маттур та харсăр, анлă тавракурăмлă хĕрсем - Аслă Чурачăк вăтам шкулне çỹрекен Екатерина Лукиянова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Эльза Кузнецовăпа Елена Крылова, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Татьяна Матросовăпа Диана Николаева - хутшăнса сумлă ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Уяв каçне искусство шкулĕн "Островок" ташă ушкăнĕ уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов курма килнĕ халăха Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕ, конкурса хутшăнакансене вара ăнăçу сунчĕ. "Каçал" тата "Кубняночка" пултарулăх ушкăнĕсем уява илем кỹчĕç.

Конкурс питĕ хĕрỹ иртрĕ. Жюри членĕсем хĕрсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.

- Тăван тăрăх - кашниншĕн чи таса та паха вырăн. Çавăнпа та конкурса Чăваш Енпе, тăван халăх культурипе çыхăннă ыйтусенчен пуçлар, - терĕ Алена Артемьева ертỹçĕ.

Паллах, çак ыйтусене хĕрсем çăмăллăнах парăнтарчĕç. Иккĕмĕш ăмăрту хăйсем çинчен каласа парасси тата пурăнакан хутлăхпа паллаштарассиччĕ. Кунта каласа паракан та, сăвăлакан та, юрлакан та пулчĕ. Тĕслĕхрен, Татьяна Матросова юлташ хĕрĕпе курма килнĕ хăнасене кулăшла сценка кăтартрĕ. "Пулă тытма кайни" ятлăскер, чăн та, кашнине йăл кулма хистерĕ. Конкурсантсем çак каç куракансене савăнăç парнелерĕç.

Жюри хĕрсем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе те кăсăкланчĕ. Чиперккесем ал ĕçне те кăмăллаççĕ иккен, çав вăхăтрах вĕсем хăйсем спортпа туслине те пытармарĕç. Апат-çимĕç пĕçерме те ăста пикесем. Чăваш халăх апачĕ - шỹрпепе шăрттан, хуплупа икерчĕ - хатĕрленĕ вĕсем. Хăнасене сăйланă май хĕрсем апат-çимĕçе епле хатĕрленине те каласа пачĕç.

Жюри членĕсене конкурса пĕтĕмлетме, çĕнтерỹçĕ пикене палăртма çăмăл пулмарĕ. Хĕрсем пĕринчен тепри пултаруллă та вăр-вар, пуçаруллă. "Куракансем кăмăлланă пике" ята Тукай пики Татьяна Матросова тивĕçрĕ. "Чи пултаруллă пике" - Диана Николаева. "Çепĕç пике" ята Эльза Кузнецова тивĕçрĕ.

"Вице - Чăваш пики - 2018" ята Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Елена Крылова тивĕçрĕ пулсан, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен Екатерина Лукиянова пуринчен те маттур пулчĕ. Хĕр "Чăваш пики - 2018" ята çĕнсе илчĕ.

Конкурса хутшăннă кашни пикене Хисеп хучĕпе, асăнмалăх парнепе чысларĕç. Çĕнтерỹçĕ-пикен вара район чысне республикăра хỹтĕлеме тивĕ. Ăнăçу сунатпăр сана, Екатерина!

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика