Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшнă, малти вырăна тивĕçнĕ

13 марта 2018 г.

Иртнĕ кунсенче 16-18 çулсенчи яшсемпе хĕрсем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн тупăшнă.

Хĕрỹ тупăшăва Комсомольски район команди те хутшăннă. Пирĕннисем кунта пысăк ăсталăхпа палăрса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă, пурте 1-мĕш разряд нормативне тултарнă. Тĕрлĕ виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Разиле Азмухановăпа Ильнур Текмеев, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Лейсен Минуллина тата Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Василий Ложков тивĕçнĕ. Вĕсем республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекен Надим Адеев, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи Димитрий Иванов, Тукай Мишерти Ильшат Зарифзяновпа Илнар Сабирзянов, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен Татьяна Чемякова тивĕçнĕ.

Çамрăксене ăмăртусене Урмаел вăтам шкулĕнче 1979 çултанпа физкультура учителĕнче тăрăшакан Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ. Опытлă тренер вăл. Тăрăшнине кура ăна вĕренекенĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика