Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чăваш Енĕн паллă çыннисем”

02 марта 2018 г.

“Чăваш Енĕн паллă çыннисем”

Тăвайри вăтам шкулта нумаях пулмасть курав уçрĕç. “Чăваш Енĕн паллă çыннисем” социаллă проекта пурнăçа кĕртсе йĕркелерĕç ăна.
Уява Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, “Радуга” культурăпа курав центрĕн представителĕсем хутшăнчĕç.
Малтан хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Шупашкартан килнĕ А.Фирсовапа К.Никифорова экскурсоводсем “Чăваш Енĕн паллă çыннисем” социаллă проект çинчен каласа кăтартрĕç, унăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç. 
Унтан район администра-цийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, шкул директорĕ В.Кириллова, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, Тăвай ял тă-рăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, “Аль” спорткомплекс директорĕ А.Кириллов, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти Совечĕн председателĕ Р.Гурина, “Радуга” культурăпа курав центрĕн работникĕсене тăвайсене пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта хутшăнма майсем туса панăшăн тав турĕç.
“Чăваш Енĕн паллă çыннисем” галерейăпа Тăвайри шкулта кадет класĕнче вĕренекенсем паллаштарчĕç. Çамрăксем хумханчĕç пулин те, хăйсен калаçăвĕпе пухăннисене интереслентерме пултарчĕç.
Курав галерейинче - чăваш халăхĕн ĕçре палăрнă 20 представителĕн портречĕ-сем. Вĕсем хушшинче ученăйсем, çыравçăсем, педагогсем, артистсем, çар çыннисем, изобретательсем пур. Мухтава тивĕç пулнă Чăваш Ен çыннисене республика тулашĕ-нче аван пĕлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿс-нĕ Моисей Спиридонович Спиридонов художник. Андриян Григорьевич Николаев паттăр космонавтпа, Василий Иванович Чапаев легендарлă дивизи командирĕпе тата ыттисемпе социаллă проект куравĕнче çывăхрах паллашма пултаратăр. И.Совин, Г.Никонова, Н.Королева вĕ-рентекенсен ачисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Самантпа усă курса олимпиада çĕнтерÿçисене - К.Гри-горьевана (10 кл., биологи), Е.Гурьевана (11 кл., экологи), К.Мулакована (10 кл., технологи) тата вĕсен наставникĕсене - А.Михайловапа С.Захарована чысларĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика