Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыркăмăллăх марафонĕ старт илет

Ыркăмăллăх марафонĕ çынна ырăлăх парнелет. Кашни çулах республикăра "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ старт илет. Ăна пирĕн районта та çирĕп тытса пыраççĕ. Вăл сусăр ачасене, тăлăхсене, вăхăтлăха йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен ачасене пулăшу кÿрес тĕллевпе иртет.

Кăçал ыркăмăллăх марафонĕ мартăн 6-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Ăна ирттерме район администрацийĕнче мероприятисен планне палăртнă. Предприятисемпе организацисен, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсен, сывлăх сыхлавĕн, пур тĕрлĕ харпăрлăх руководителĕсене, предпринимательсене, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку ĕçе активлă хутшăнма сĕннĕ.



"Урмарская районная газета"
03 марта 2018
09:37
Поделиться