АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ватă 90 çулта

13 марта 2018 г.

Хисеплĕ ватă 90 çулта

Юбилей вăл çуралнă кун анчах мар, пурăнса ирттернĕ тапхăрсен паллă чикки те. Çавăн çине тимлĕх уйăрни кирлех. 90 çула пурăнса çитнисене уйрăмах асăнмасăр епле пултăр-ха? Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче мĕн кăна курман-ши? Паллă ĕнтĕ, йывăрлăхĕ сахал мар пулнă. Пурнăç тенинче малалла кайни, ансах ларни, тĕлпулу, сывпуллашу, савăнăç куççуллĕ те.

Çак кунсенче Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакан Мария Алексеева хăйĕн хисеплĕ 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унпа калаçу пуçарсан вăл пурнăçа юратнине асăрхатăн. Вăл уçă кăмăллă хĕрарăм. Аслă Аттелĕх вăрçин çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçлесе Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Хастар хĕрарăм мăшăрĕпе Иван Алексеевичпа пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕскерĕн халĕ 9 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук. Ăна ывăлĕпе кинĕ пăхаççĕ. Хисеплĕ ватăна Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева ăшшăн саламланă. Çавăн пекех ăна Раççей Президенчĕ ячĕпе Тав çырăвĕ тата парне панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика