Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Воин-интернационалистсене халалланă

Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта воин-интернационалистсене халалланă ятарлă мероприяти иртрĕ. Чи малтанах О.В.Ярмулин учитель Афганистан вăрçине хутшăнакансем пирки хатĕрленĕ материалсем тăрăх презентаци ирттерчĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Ялти музей заведующийĕ В.В.Петров Енĕш Нăрвашран Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă салтаксем çинчен каласа пачĕ, вĕсен паттăрла ĕçĕсемпе наградисем тата пурнăç çулĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех ытти çĕршывсенче çар службинче тăнă ентешсен ячĕсене те асăнса хăварчĕ.
Çавăн пекех шкул директорĕ В.И.Ильин районтан Афганистан çĕрĕ çинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Леонид Тимофеев, Владимир Семенов, Юрий Петров тата унтан килсен вилнисен ячĕсене илсе кăтартрĕ.
Л.Г.Степанова учитель Афганистан вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕпе ятарлă альбом йĕркеленĕ. Калаçу вăхăтĕнче çав альбомпа та усă курнă. Шкул ачисемшĕн тарăн шухăшлă мероприяти çав тери пĕлтерĕшлĕ те интереслĕ пулчĕ.



22 февраля 2018
09:38
Поделиться