АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Искусство шкулĕнчи стипендиатсем

07 марта 2018 г.

Искусство шкулĕнчи стипендиатсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн Тăвайри ача-пăча искусствисен шкулĕн-че вĕренекенсен пĕр ушкăнне ятарлă стипендисен свидетельствисене панă. Çиччĕн вĕсем сумлă наградăна тивĕçнисем: Ангелина Петровапа Елена Иванова (“эстрадăпа джаз” уйрăмĕ), Елизавета Евдокимовапа Ксения Михайлова (“хорпа юрласси”), Светлана Козлова (“фольклор искусстви”), Яна Лисовапа Аделина Самарина (“фортепиано”).
Маттур хĕрачасем мĕн ачаранах искусствăсен шкулне çÿресе пултарулăхне аталантарса пыраççĕ. Халĕ, акă, çитĕнĕвĕсем те курăмлă вĕсен. Нумайăшĕ Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, республикăри конкурс-фестивалĕсен çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем пулса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем Пĕтĕм тĕнчери “Национальное достояние” вокалпа хореографи, Пĕтĕм Раççейри “Путешествие в космос” социаллă проектсен, регионсем хушшинчи “День Победы”, республикăри ача-пăча пултарулăхĕн “Жемчужинки Чувашии” тата ытти конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Пысăк хисепе тивĕçнисен вĕрен-текенĕсем Галина Никонова, Елена Иванова, Надежда Петрова, Светлана Глухова та ăшă тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Малашне те пысăк ÿсĕмсемпе савăнтарĕç-ха пире çамрăк талантсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика