Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тăватă кун канатпăр

Çитес вăхăтра пире кĕске ĕç эрни кĕтет - Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе тăватă канмалли кун пулать. Эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем çак эрнере мартăн 8-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 11-мĕшĕччен канĕç. Пурте пĕлетпĕр, мартăн 8-мĕшĕ (кĕçнерникун) - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - канмалли уяв кунĕ. Мартăн 9-мĕшĕнче (эрнекун) вара çак кун çине январĕн 6-мĕшĕнчи канмалли куна куçарнăран канатпăр. Мартăн 10-11-мĕшĕсем - шăматкунпа вырсарникун, яланхи канмалли кунсем. Ĕçе тунтикун, мартăн 12-мĕшĕнче, тухмалла.

Палăртмалла, мартăн 7-мĕшĕ, уяв умĕнхи ĕç кунĕ, пĕр сехет кĕскерех пулмалла.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
05 марта 2018
08:20
Поделиться