ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Патшалăх Думине Çырупа тухрĕ

02 марта 2018 г.

Ĕнер, мартăн 1-мĕшĕнче, Мускаври "Манеж" тĕп выставка залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕ ячĕпе çыракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ.

Чи малтанах вăл асăннă Çыру çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Экономикăри, социаллă сферăри, тулашри тата шалти политикăри тĕллевсем те туллин уçăмланчĕç унта.

Патшалăх çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрасса пĕлтерчĕ Владимир Владимирович. Сăмахран, 2000 çул тĕлне Раççейри 42 миллион çын чухăн пулнă пулсассăн, 2012 çул тĕлне вĕсен йышĕ 10 процент чакнă. Паян вара чухăннисен йышĕнче 20 миллион çын. Çырура Раççейре пурăнакансем валли ĕçлемелли условисене лайăхлатмаллине те каласа хăварнă. Çакă шăпах çитес 10 çулта граждансен тупăшне ỹстерме, ултă çулта чухăнсен йышне икĕ хут чакарма май парĕ. Унпа пĕрлех пурăнма кирлĕ условисем тăвасси те - тĕп тĕллевсен йышĕнче. Хуласемпе поселоксене çĕнетмелле. Камран тĕслĕх илмелли те пур. Хусан, Владивосток, Сочи хулисем - тĕслĕх вырăнĕнче.

2017 çулта Раççейре пурăнакан 3 миллион çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă пулсассăн, Владимир Путин вĕсен йышне 5 миллиона çитерме сĕнет. Çакна пурнăçлама пĕтĕмпех ипотека кредичĕн ставкине пĕчĕклетни пулăшмалла. Çитес ултă çулта ипотека кредитне Раççейри чылай çемье илме пултармалла.

Медицина ыйтăвне хускатнă май 2018-2020 çулсенче 100-2000 çын пурăнакан яллă вырăнсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тумаллине те каласа хăварнă. Çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслемеллине, профилактика ĕçĕсен витĕмне ỹстермеллине те асăннă Çырура. Медицина тĕрĕслевĕпе пĕрлех экологи енчен те тимлĕхе ỹстермелле. Ĕçекен шыв пахалăхлă пулмалла тата ытти те.

Çырура ял хуçалăх, вĕренỹ тытăмне тивекен нумай темăна анлăн çутатнă. Раççейре пурăнакансем ĕçре тăрăшуллă пулнине те пĕрре кăна мар палăртса хăварчĕ В.Путин.Сăмахран, пĕлтĕр тыр-пул тупăшĕ 134 миллион тонна пулнă. Кун пек тупăш Совет Союзĕ вăхăтĕнче 1978 çулта пулнă, 127,4 миллион тонна.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика