Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн хисепĕ – чи хакли

20 февраля 2018 г.

Район больницинче ача-пăча медсестринче ĕçленĕ Полина Петровна Порфирьеван ятне çамрăксем, тен, пĕлмеççĕ пуль. Анчах вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕ тÿрех палласа илеççех. Палламасăр, вăл чир-чĕртен сипленĕ, пурнăçĕсене çăлса хăварнă пепкесем районĕпех. Курсан-тĕл пулсан е ятарласа шăнкăравласа тав тăвакансем паянхи кун та чылай. Сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнĕвĕсемпе кăна мар мухтава тивĕç вăл, обществăлла ĕçре ялан малта пулнă, район пурнăçĕн чи маттур хастарĕсенчен пĕри...

Чăннипе, 77 çулта пулин те халĕ те тепĕр çамрăкран правуртарах. Медицинăри çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах тăрать, тĕнчере мĕн пулса иртнипе интересленет, хаçат-журнал нумай вулать. Тавракурăмĕ çав тери пуян, унпа калаçма питĕ кăмăллă тата унран вĕренмелли нумаййине туйса илетĕн.

Наянланмасăр малаллах ăнтăлни, пĕрмаях вĕренни кăна пурнăçра çул уçса пынине пĕчĕклех ăнланса илме тивнĕ хĕрачан. Ачалăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсене лекнĕрен çăмăл килмен. Вăл 1940 çулта Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – ăслă-тăнлă, вĕреннĕ çын, ял Совет председателĕнче тимленĕ. Амăшĕ колхозра вăй хунă, ĕçченлĕхĕпе ялта пысăк хисепре пулнă. Çемйи пысăк, 10 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Полина, çемьери иккĕмĕш ача, кĕçĕннисене пăхса ÿстерме пулăшнă, кил-тĕрĕшри ĕçсем те пĕчĕк хулпуççисем çине тиеннĕ. Колхоз ĕçĕнчен нихăçан юлман, шкул ачисем аслисемпе тан кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă. Тырă вырма тухсан хăйсене те анлă, куç хăраса каймалла лаптăксем уйăрса панине аса илет Полина Петровна. Анчах çамрăклах ĕçре пиçĕхнĕшĕн кулянмасть, çавăнпа эпир чун-чĕрепе те, ÿт-пÿпе те çирĕп тет.

Ялти шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хĕрача умне йывăрлăх тухса тăнă. Малалла пĕлÿ илес килет-тĕк, укçа тÿлемелле. Хĕрĕ куççульпе йĕрсех ыйтнине ашшĕ-амăшĕ хирĕçлеме хăяйман, ăна шкула яма вăй çитернех. Çапла аслă классене Хапăсри вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

«Пĕчĕкренпех тухтăр пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм тата ачасене питĕ юрататтăм. Çавăнпах шкул хыççăн район больницин ача-пăча уйрăмне санитаркăна вырнаçрăм, каçхине медсестрасен курсĕнче вĕрентĕм. Санитаркăсен ĕç условийĕсем çав тери йывăрччĕ. Пÿлĕмсене паянхи пек çутçанталăк газĕпе ăшăтман, хамăрах вут татса-çурса кăмака хутаттăмăр. Шывне çăлтан кăларса йăтмаллаччĕ. Тата каçхи вĕренÿ çурçĕр тĕлнелле кăна вĕçленетчĕ те сĕм çĕрле вăрман урлă Вăрнартан Пăртаса утаттăм. Хăранипе сехре хăпса тухатчĕ вĕт хăш чухне», – каласа парать Полина Петровна çамрăклăхне аса илсе.

1959 çулта медицина сестрисен курсне пĕтерсен çамрăк специалист Пăртасри фельдшер пунктĕнче, Вăрнарти больницăра куç чирĕсен уйрăмĕнче, Çăлкас Кăкшăмра чирлисене сыватассипе тата вĕсен сывлăхне сыхлассипе вăй хунă. Шăпах Кăкшăм тăрăхĕнче хăйĕн Турă çырнине тĕл пулнă çамрăк Полина. Çынсемпе вашават, ĕçре вăр-вар чипер хĕре Чалăм Кăкшăмри Леонид Порфирьев килĕштернĕ те текех куçран вĕçертмен. Çĕнĕ çемье çавăрнă мăшăрăн упăшкин ĕç вырăнне – Сĕнтĕрвăррине куçса кайма тивнĕ. Хулари ача-пăча консультацине ĕçе кĕнĕ медицина сестри те пĕчĕккисен сывлăхне çирĕплетессине пĕтĕм чун хавалĕпе пуçăннă. Вĕренĕве малалла тăснă, ачасен чирĕсене асăрхаттарас-сиплес ыйтусене çутатакан кĕнеке-журналсене пĕрмаях шĕкĕлченĕ, паха опытлă ĕçтешĕсен сĕнĕвĕ-канашĕсене пуçа хывнă. Тăрăшуллăскер часах ертÿçĕсен, коллективăн хисепне çĕнсе илнĕ, пĕчĕк пациентсен ашшĕ-амăшĕсен тав сăмахĕсем вара çанă тавăрсах тимлеме хавхалантарнă.

5 çултан Порфирьевсен çемйи каялла Вăрнара таврăнать. Сăмах май, çемье пуçĕ, Леонид Порфирьевич Порфирьев, ун чухне Вăрнарти çул-йĕр пайне, каярахпа хăмла пунктне ертсе пынă.

«Вăрнарта мана район педиатрĕн пулăшаканĕн тивĕçĕсене шанчĕç. Вăл вăхăтра 14 çул тултарманнисем районта 22 пинччĕ. Ачасен сывлăхĕн кăтартăвĕсем япăхраххи, кăкăр ачисем вилнин шайĕ пысăкки уйрăмах пăшăрхантаратчĕ. Мĕн тăвас, хампа тантăш çамрăк педиатрпа Ираида Терещенкопа ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ятăмăр. Министерствăпа та канашлаттăмăр, тĕп врачпа ытти тухтăрсем, ялти фельдшерсем нумай пулăшрĕç. Колхоз председателĕсемпе, ял Совет ертÿçисемпе тачă çыхăну йĕркелерĕмĕр. Хамăр ялсене тăтăш çÿресе ачасене асăрхаса тăма тытăнтăмăр, çемьесем мĕнле лару-тăрура пурăннине тимлĕхе илтĕмĕр. Сывлăхĕсем хавшакраххисене пĕрремĕш кунсенчех пулăшу парса сипленипе вĕсем вăй илни калама çук савăнтаратчĕ. Пĕчĕккĕн утăмласах çапла кăтартусене лайăхлатма пултартăмăр, кăкăр пепкисем вилни темиçе хут чакрĕ», – асаилĕве малалла тăсать Полина Петровна. Кашни сăмахĕнче суйласа илнĕ профессие чунтан парăнни, ачасене юратни палăрать.

Ираида Терещенко урăх çĕре куçнă хыççăн килнĕ çамрăк тухтăрсене пурне те больница ертÿçисем ун çумне çирĕплетнĕ. Ăнсăртран мар, пуян опытлă специалистпа пĕрле çĕнĕ çынсем ĕçе хăвăрт вĕренсе хăнăхнă. Ача-пăча сывлăхне сыхлассипе район больници малти вырăна тухнă май, республика семинарĕсене Вăрнарта виçĕ хутчен ирттернĕ. Полина Петровна ытти районсенчи, тĕп хулари ĕçтешĕсене хăйĕн тĕслĕхлĕ опычĕпе паллаштарма тивĕçнĕ.

Пĕр вырăнта 25 çул тăрăшнă хыççăн вăл поселокри участокри медицина сестрине куçать. Чи аякри тата ăнăçсăртарах çемьесем пурăнакан участока хăй ирĕкĕпех суйласа илет. Йывăрлăхсенчен хăрамасть, кунсерен асăрхаври кашни ача патне ĕлкĕрет. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара Шупашкарти 4-мĕш ача-пăча больницинче тимлет. Кунта та яваплăх кăтартать.

Ятлă-сумлă медицина сестрине тÿрĕ кăмăллă ĕçĕшĕн министерство, район, больница ертÿлĕхĕ чысланă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсен, парнесен шучĕ çук. Кунсăр пуçне вăл – «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ». Анчах «маншăн чи хаклă награда – хам хÿтте илнĕ, сипленĕ ачасен ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕсем, вĕсен хисепĕ», тет.

Полина Петровна хăйне пур енчен телейлĕ çын тесе шутлать. ,мĕр тăршшĕпех юратнă ĕçре. Çемьере яланах килĕшÿпе ăнланулăх хуçаланнă. Шел, мăшăрĕ 2004 çулта пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрĕпе икĕ маттур хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем çемйисемпе Мускавра иккĕшĕ те чипер пурăнаççĕ. Пĕри – пултаруллă педагог, тепри – суту-илÿ организацийĕнче пай пуçлăхĕ. Мăнукĕсене тĕрĕс воспитани парассине, вĕренÿре пулăшса таланчĕсене аталантарассине пысăк тÿпе хывнă кукамăшĕ халĕ вĕсемпе чăнах та мухтанма тивĕç. Асли – Мускавра инженер-строитель, кĕçĕн мăнукĕ Санкт-Петербургра программиста вĕренет. Халĕ Чалăм Кăкшăмра, мăшăрĕн тăван ялĕнче, пурăнакан Полина Петровна хĕрĕсемпе мăнукĕсен юратăвне, хисепне туллин туять. Аякра пулсан та час-часах килсе çÿреççĕ вĕсем çывăх çынни патне, пулăшсах-хавхалантарсах тăраççĕ.

Тата ялти кÿршĕсем ырă кăмăллă пулнишĕн хĕпĕртет вăл, пулăшма хатĕрришĕн тав тăвать. Унсăрăн пĕччен çынна çăмăл мар-çке.

«Ялта канлĕ, кăмăл-туйăм лайăх. Вăй çитнĕ таран хам алăпа пахчаçимĕçне çитĕнтеретĕп. Тавралăха сăнама, илемпе киленме юрататăп та кунта çутçанталăкпа тĕлĕнмелле çыхăну пуррине уйрăмах туятăп», – тет Полина Петровна.

Ирина ЯКОВЛЕВА.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика