Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсем хисепе тивĕç

22 февраля 2018 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нуши-терчĕ, хуйхи пирĕн çемьене те пырса тивнĕ. Манăн атте Мануил Федотович Гречко аннепе пĕрле Перасковия Анисимовнапа хăй вăхăтĕнче Уравăш салинче Цыгановсем патĕнче хваттерте пурăннă. Кунта тăнă çар чаçĕнче командир пулнă май салтаксене çар ĕçне хăнăхтарнă. Салара аттепе аннене хисепленине, вĕсем ырă ятра пулнине каласа паратчĕç ватă çынсем. Сăмах май, Цыгановсем пирки эпĕ хамăн «Задержался на войне» тата «Подвиги» кĕнекесенче çырнăччĕ.

Чăваш енренех атте фронта тухса кайнă. 1313-мĕш çар чаçĕн йышĕнчи стрелковăй полк командирĕ Белорусси çĕрĕ çинче ирсĕр тăшманпа кĕрешнĕ. Каярахпа, юнлă çапăçу хирĕнче виличчен кăшт маларахах кăна, ăна дивизи командирне çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен аттепе пĕртăван Евгений каланинчен пĕлетĕп. Вăл инçех мар тепĕр чаçре службăра тăнă иккен. Хамăн чаç командирĕ юнашар дивизин çĕнĕ командирĕн хушамачĕ Гречко тенине илтсенех унпа курнăçас шухăш çуралчĕ тетчĕ.

«Хĕç-пăшал сасси кăшт лăплансанах лаша çине утлантăм та ку чаçе вĕçтерсе çитрĕм. Блиндажа кĕтĕм те пиччене асăрхарăм. Хулпуççи çине кительне уртса янă, пÿлĕмре пĕр енчен тепĕр енне утать. Çывăрма та выртман хăй. Пĕр-пĕрне курсанах ыталантăмăр, пĕр-пĕрин çинчен, килтисем пирки ыйтма-калаçма пуçларăмăр. Черетлĕ çапăçу юлашки, чи пĕлтерĕшли пулать, терĕ вăл», – аса илетчĕ Евгений тете.

Чăнах, атте йăнăшман, ун чухне вĕсем пĕр-пĕринпе яланлăхах сыв пуллашнă. Мануил Федотович юнлă çапăçуран чĕрĕ  тухаймасть, Евгений ефрейтор аманса госпитале лекет. «Хама пĕр госпитальте, кайран тепринче сипленине лайăх астумастăп. Чĕр тамăкри пекехчĕ, тăшман хĕç-пăшалĕ тивертнипе миçен пуçĕсене хучĕç – шутласа пĕтереес çук. Сан аçу та командир пулсан та, блиндажра ларман. Çапăçăва хăй малтан кĕретчĕ, ыттисемшĕн тĕслĕхчĕ. Мухтан аçупа, вăл чăн-чăн паттăр», – тетчĕ вăл. Хăйĕн куçĕсенче вара – куççуль тумламĕсем. Мануил Федотович пепке çуралмаллине пĕлтерсе, хăй чĕрĕ юлаймасан тăванне ăна шыраса тупса хÿтте илме ыйтнă-мĕн.

Аттен тепĕр пĕртăванĕ Иван хыпарсăр çухалнисен йышĕнче. Анчах Могилев хулинчи çывăх çыннисем ăна паянхи кун та таврăнасса кĕтеççĕ, чылай вăхăт иртнĕ пулин те.

Аттен вăрçăри юлашки кунĕсем ăçта иртнине эпĕ Мускаври çар архивĕ урлă шыраса тупрăм. Ăна Боброво ялĕнче пытарнине пĕлтĕм. Унта пурăннисен сăмахĕсем тăрăх, вăл вăхăтра фашистсем Боброво тăрăхĕнче пысăк вăйпа пухăннă. Яла ним юлмиччен çунтарса кĕллентернĕ. Хăшĕсем вăрмана тарса партизансен отрячĕсене кĕнĕ. Ачасемпе ватăсене вара сарайне пухса чĕррĕнех çунтарса нушалантарнă.

Атте юлашки канăçа тупнă çĕр çинче эпĕ пĕрре мар пулнă. Белоруссем хăнасене мĕнле йышăннине пĕлетĕп, вĕсен ыркăмăллăхĕнчен, тараватлăхĕнчен тĕлĕннине пытармастăп. Кашнинчех вĕсем мана тăван хĕрĕ пекех кĕтсе илетчĕç. Тăван çĕре фашистсен тискерлĕхĕнчен хÿтĕлесе пурнăçĕсене шеллемен салтаксене, çав шутра ман аттене те, тивĕçлипе сума сăваççĕ. 

Çав вăхăтрах пĕлтĕр тăван яла Çĕнтерÿ кунне уявлама килсен пăшăрханмалли самантсем чуна ыраттарчĕç. Сергей ывăлăм, хăй çар çынни, кукашшĕ командир пулнă вырăна килсе курас тенĕскер кунта мĕнле йышăннинчен питĕ тĕлĕнчĕ. Вăл виçĕмçул кукашшĕн Белоруссири вилтăприйĕ çине пĕрремĕш хут çитсе курчĕ. Тăванла халăх çыннисем мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсен асне куç пек упранине курсан еплерех савăннăччĕ. Пирĕнпе те, ветерансен ачисемпе, тăванĕсемпе, тимлĕ вĕсем. Хăналаççĕ, парнесемпе кĕтсе илеççĕ. Анчах ку мар чи пĕлтерĕшли, хисеплени хаклă.

Тăван ялта вара çапса хуçакан сăмахсене илтме тиврĕ. Пĕр аслă пĕлÿллĕ, вĕреннĕ çынах «Мануил Гречко ялта 2–3 уйăх пулнă та пирĕн ăна сума сумалла-и?» – тесе каланине пĕлтĕм. Йĕркеллĕ çын çапла пуплеме пултарать-ши? Çав хăрушă çулсенче çынсем выçăпа нушаланнă, тăраниччен çывăрса курман, юлашки вăй пĕтиччен ĕçленĕ – пĕтĕмпех фронт валли. Фронтрисем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Эпир вĕсен умĕнче – калама çук пысăк парăмра. Пирĕн çамрăк ăрăва вăрçă тискерлĕхне ăнлантармалла, Çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине манăçа кăларма памалла мар.

Уравăша тăтăшах килсе çÿренĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕлпулса калаçаттăм. Вĕсем атте çинчен ырăпа кăна аса илетчĕç. Мануил Гречко пултаруллă, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан командир тетчĕç. Салтаксем те ăна хисепленĕ. Ял çыннисем вăл салтаксемпе пĕрле тăван колхоза тырпул пухса кĕртме пĕрре мар пулăшнине калатчĕç.

Тăван ялта «Лейся, песня» ансамбльпе пĕрле ентешсене илемлĕ юрăсемпе пĕрре мар савăнтарнă. Манăн кĕнекесенче аттене, вăрçă ветеранĕсене, йывăр çулсенче ырми-канми тăрăшнă тыл ĕçченĕсене мухтаса çырнă сăвă-хайлавсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемпе те эпĕ чи пĕрремĕш ентешĕмсене паллаштаратăп.

Н.ГРЕЧКО,

çар командирĕн хĕрĕ,

ĕç ветеранĕ, писатель, поэт.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика