Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ен ĕçченлĕхĕ ырлăх кÿре

22 февраля 2018 г.

Тăвай ен ĕçченлĕхĕ ырлăх кÿре

Ытларикун Тăвай енĕн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.
Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл малтан район ертÿлĕхĕпе тĕлпулу йĕркеленĕ.
Канашлу савăнăçлă самантпа пуçланнă, хисепе тивĕçнĕ çамрăксене - ятарлă стипенди илмеллине çирĕплетекен свидетельствăсем, ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисем панă, малашне те çавнашкал пуçаруллă пулма суннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регион Правительстви муниципалитетсене аталантарассипе чылай вăй хунине палăртнă.
Районсемпе хуласенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама çуллен республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать. Çакăн пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ. Сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура, вĕренÿпе ял хуçалăх тытăмĕ тивĕçлĕ шайра аталанса пыраççĕ. Муниципалитетсенче халăх валли йышăннă программăсемпе курăмлă ĕçлемелли пирки те аса илнĕ канашлура. Çынсен сĕнĕвĕсемпе ĕçре усă курмаллине те палăртнă.
“Районăн çивĕч ыйтăвĕсене, пĕрле пăхса тухса, вăхăтра татса парсан, халăхăн пурнăç условийĕсем лайăхлансах пырĕç”, - тесе вĕçленĕ сăмахне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Унтан Тăвай район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке сăмах илнĕ. Вăл муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, 2018 çулхи тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.
Владимир Алексеевич муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 308 миллион та 126 пин тенкĕ-пе танлашнине пĕлтернĕ. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкак пайĕ 308 миллион та 645 пин тенкĕлĕх пулнă. Усă курмасăр выртакан çĕр пайĕсене районта пĕтĕмех регистрациленĕ. 
Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - бюджет укçипе пĕлсе тата тухăçлă усă курасси. Кăçалхи çурхи ĕçсене вăхăтра тата йĕркеллĕ ирттересси кун йĕркинче пулмалли пирки чарăнса тăнă. Ял хуçалăх аталанăвĕ коллективлă предприятисем выльăхсемпе мĕнле ĕçленинчен те нумай килет. Ытларах ферма хута ярса, выльăхсен шутне ÿстерсе пырассипе тимлемелли, патшалăх пулăшăвне илессишĕн тăрăшмалли çинчен чĕнсе каланă.
Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова финанс ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн ми-нистрĕн çумĕ Светлана Ананьева демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине ытларах сарма сĕннĕ.
- Малашне те çитĕнÿсем тăвас тесен, пĕр-пĕринпе ăнланса, тухăçлă ĕçлессишĕн пирĕн пурин те тăрăшмалла, - тесе пĕтĕмлетнĕ районти канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Районта пурăнакансем Раç-çей Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕсене малашне те пур-нăçлама тăрăшĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика