Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентешлĕх - пысăк пуянлăх!

27 февраля 2018 г.

- Кăçалхи февралĕн 4-мĕ-шĕнче Комсомольски районĕн "Кĕтне" ентешлĕхне йĕркеле-нĕренпе 20 çул çитрĕ. Çирĕм çул! Пĕр пăхсан, ку нумай та мар, сахал та мар, çав вăхăтрах - нумай та ку, сахал та... Эх, еплерех савăннăччĕ, хавхаланнăччĕ эпир, Комсомольски районĕнче çуралса ỹснисем, çав кун Наци библиотекин пысăк залне пуçласа пĕрле пуçтарăнсан! Унтанпа тем те пулса иртрĕ - савăнăçĕ те пайтах пулчĕ, ыратупа çухату та.., - февралĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ савăнăçлă уява уçнă май "Кĕтне" ентешлĕх ертỹçи Валери Туркай историри паллă пулăма аса илчĕ. Унта хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ, халĕ тĕп хулара тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех районти ял тăрăхĕсен делегацийĕсем пухăнчĕç.

Уява ентешлĕх Канашĕн ертỹçи, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай уçрĕ, пухăннă, курма килнĕ хăнасене кĕскен правлени туса пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

- Ентешлĕх Канашĕн ертỹçин пуканне тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çын йышăнчĕ. Пурнăç-пурнăçах, ентешлĕх ертỹçисем çеç мар, Комсомольски район пуçлăхĕсем те улшăнкаласа илчĕç. Апла пулин те ку пире ĕçлеме, тăван тăрăхăмăрпа тачă çыхăну тытма, усăллă, ырă ĕçсем тума пачах чăрмантармарĕ. Тĕслĕхрен, район администрацийĕпе килĕштерсе ĕçленипе эпир район центрне "Çĕрпỹ - Ульяновск" автоçул çинчен пăрăнса кĕнĕ çĕрте чаплă юпа (стела), Вăрманхĕрри Чурачăкра мухтавлă ентешĕмĕрĕн, кунта çуралса ỹснĕ "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман авторĕн Куçма Турханăн асăну хăмине уçма пултартăмăр. Çавăн пекех Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче Иван Смирнов пулеметчикпа Комсомольскинче РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ Вера Лаврова ячĕсемпе асăну хăмисем уçрăмăр, - терĕ Валери Туркай.

Комсомольски район ертỹçисем Хасият Идиатуллинпа Александр Осипов пухăннисене саламланă май район пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе малашлăхри плансем çинче чарăнчĕç. Хамăрăн мухтавлă ентеше Владислав Ильин вице-адмирала "Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят тата асăнмалăх хаклă парнесем парса чысларĕç. Валерий Ванюркинпа Виктор Кокшин вара Тăван çĕршывăн тĕп хулинчен çитнĕ сумлă хăна ячĕпе хывнă "Адмирал" юрра шăрантарчĕç. Сăмах май, çак кун мухтавлă ентешĕн Владислав Ильин вице-адмиралăн парнисене çĕнсе илессишĕн ачасемпе çамрăксен "Спартак" спорт шкулĕнче республикăри çамрăк спортсменсен - ялта пурăнакан çамрăк волейболистсен - 2-мĕш турнирĕ иртнĕ.

Уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов, Петр Краснов та килнĕ.

- Çирĕм çул çитрĕ. Çавна май çакна палăртмалла: чи пахи - Комсомольскисен "Кĕтне" ентешлĕхĕ хăй тахçан утма палăртнă çул-йĕртен пăрăнмарĕ, ытти ентешлĕхсем хушшинче çухалса каймарĕ, малаллах талпăнчĕ. Малашне те сирĕн, пирĕн ĕçĕмĕрсем ăнса пыччăр, - терĕç вĕсем, Каçал ен çыннисене хĕрỹллĕн саламласа.

Ентешлĕх ертỹçи Валери Туркай района пулăшнă пултаруллă çынсене Тав, Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕ.

Уяв сцени çинче "Каçал", "Кубняночка", "Уяв", "Туслăх", "Ялкын" пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем - Светлана Печникова, Ольгăпа Михаил Луковсем, пĕртăван Малинасем - черетленсе илемлĕ те уçă сассисемпе куракансен кăмăлĕсене уçрĕç. "Каçал" ансамблĕн арçынсен ушкăнне вара тăвăллăн алă çупса сцена çине çине-çинех тухма ыйтрĕç.

- Хамăр хушăмăртах епле пултаруллă талантсем пурăннине хушăран хамăр та сисместпĕр. Эх, мĕн чухлĕн вĕсем? Хăшĕсен ячĕсене пĕлетпĕр, пĕлменнисем тата миçен? - терĕ паллă сăвăç, кашни çын калас текен шухăшсене палăртса.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика