Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш класа кайма хатĕр-и?

16 февраля 2018 г.

Пурин те пĕлÿ илмелли ирĕк пуррине РФ Конституцийĕн 2-мĕш пайĕн 43-мĕш статйинче çирĕплетнĕ. Çавăн пекех унта пĕлÿ тÿлевсĕр пулнине те палăртнă. Саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ ачине вăтам пĕлÿ паракан хăш учрежденинче вĕрентмеллине те суйлама пултарать.

Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачан ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне хăй пурăнакан вырăнти шкула яма пултарнипе пĕрлех ача ăçта пурăннине пăхмасăр ытти вĕренÿ учрежденине «пушă вырăна» вырнаçтарма та пултарать.

Ача пурăнакан вырăнти шкулах ярас тĕллевлĕ ашшĕ-амăшĕн чи малтанах вĕсен ялне мĕнле вĕренÿ учреждени çумне çирĕплетнине пĕлмелле. Çак ыйтăва уçăмлатнă хыççăн 2018 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен асăннă шкула кайса пĕрремĕш класа илмеллине палăртса çыру çырмалла. Унпа пĕрлех ача пурăнмалли вырăнта регистрацинче тăнине тата ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсене илсе килмелле. Ашшĕ-амăшĕнчен йышăннă ыйтусене официаллă майпа регистрацилеççĕ.

Вĕренÿ пайĕн ятарлă хушăвĕпе çирĕплетнĕ шкула мар, урăх вĕренÿ учрежденине каяс шутлисен вара вăл е ку класра пушă вырăн юласса кĕтме тивет. Пушă вырăнсене килес шутлисен ыйтăвĕсене çирĕплетнĕ территорири ачасене пĕтĕмĕшле йышăнса пĕтерсен çеç илеççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушă вырăнсем туличчен, анчах та сентябрĕн 5-мĕшĕнчен кая мар йышăнаççĕ. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсене çирĕплетсе панă территорисенче пурăнман ачасен ашшĕ-амăшĕнчен ыйтăва июлĕн 1-мĕшĕччен те йышăнма пуçлама пултараççĕ. Кун пек информацие шкул хăйĕн сайтĕнче палăртать. Пушă вырăна ачине вырнаçтарас шутлă ашшĕ-амăшĕн ыйтупа пĕрлех паспорт тата ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство кăтартмалла.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ачине пĕрремĕш класа ярас тĕллевлĕ ашшĕ-амăшĕнчен ыйтусем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Н.НИКОЛАЕВА,

районти вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ.

Первоисточник: "Пурнac cулeпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика