Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - грипп!

26 января 2018 г.

 

Сывлăх - хальхи пурнăçра чи хакли. Ăна кашниех упрама тăрăшать. Анчах та таврара темĕнле чир те сарăлнă. Чир хăш вăхăтра тата кама хавшатмаллине никамран та пырса ыйтмасть.

2017-2018 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче пурĕ виçĕ тĕслĕ грипп çÿреме пултарать. Вĕсем: В ушкăнри вирус (Брисбен), А ушкăнри грипп H3N2 (гонконовски) тата А/H1N1 ятлă (тепĕр майлă каласан, Мичиган е сысна грипĕ). Чи кирли - грипп чирне ОРВИ чирĕнчен уйăрасси. Вĕсен симптомĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Гриппа чирленĕ вăхăтра температурăна пĕрремĕш хутĕнченех антарма йывăр, вар-хырăмлăх пăсăлать (ăш пăтранать, вар ыратать, диарея кансĕрлет), пырта типме тата кăтăклантарма пултарать (ÿслĕк пуçланать, ÿсĕрнĕ чухне кăкăр тĕлĕнче ыратать). Çак паллăсене асăрхасан тÿрех тухтăр патне васкамалла, мĕншĕн тесен асăннă симптомсем сывлав тытăмĕнче чир пуçланнине пĕлтереççĕ.

Грипп тата ОРВИ чирĕ таврара анлă сарăлнă чухне халăх йышлă пухăннă вырăнсенче пулмалла мар* гигиена тĕлĕшĕнчен йĕркене пăхăнсах тăмалла - алăсене супăньпе час-часах çумалла* вĕри апатран татăлмалла мар, пÿлĕмсене уçăлтармалла. Унти сывлăш нÿрĕ пултăр, температура 20 градусран ăшă пулмалла маррине асра тытăр. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ - физкультура тумалла, кĕлеткене пиçĕхтермелле. Чиртен сыхланни - сывалнинчен çăмăлрах. Çавăнпа та килти аптечкăра вируса хирĕç кĕрешмелли препаратсем пулмалла: Ингавирин, Кагоцел, Эргоферон, Занамивир, Арбидол, Оксолин маçĕ.

Кăçалхи январĕн 18-мĕшĕ тĕлне илсен, районта чирлесси республикăри пекех эпидеми сийĕнчен аялтарах. Грипп тата ОРВИ эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа (сентябрьтен пуçласа) районта 391 чирлĕ çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 17 çул тултарманнисем - 360-ăн. Çав шутран 93 çынна сиплев учрежденине выртарнă, сипленĕ. Вĕсенчен 82-шĕ - вун çичĕ çула çитменнисем.

Республикăра А ушкăнри гриппа чирлени - 3, В ушкăнри гриппа - 1, парагрипп вирусĕ ернипе чирленисем - 274 тĕслĕх, аденовируспа ернипе 48 тĕслĕх пулнă.

А.Ананьев, врач-эпидемиолога

пулăшакан.

Первоисточник: "Пурнac cулeпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика