Комсомольский муниципальный округ

Николай Ятманов - пĕрремĕш

Февралĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи регионсем хушшинчи биатлон центрĕнче ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Асăннă ăмăртăва Комсомольскисем те хастар хутшăннă. Хырхĕрринче пурăнакан Николай Ятманов хăйĕн ỹсĕмĕнчисем хушшинче финиша чи малтан çитнĕ. Спортпа туслă ветеран районти ăмăртусенче те хастар. Зуфар Тимаев (Комсомольски) та ăмăртăва хутшăннă. Вăл çĕнтерỹçĕсен йышне лекеймен пулин те, дистанцие лайăх кăтартупа вĕçленĕ. Киров поселокĕнче пурăнакан 82 çулхи Федор Ефимов, йĕлтĕрпе чупма та, ăмăртусене хутшăнма та вăй-хал çитерет. Вăл ăмăртура чи аслисенчен пĕри пулнă. Çавăн пекех пирĕн районта çуралса ỹснĕ Вадим Васильев (Тĕвенеш), Тамара Краснова (Кĕçĕн Каçал) спортсменсем ăмăртура маттуррисем пулнă.



"Каçал Ен"
22 февраля 2018
09:49
Поделиться