Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр

Контрафактлă тата фальсификациллĕ продукци сутма юраманнине кашни çын пĕлет. Апла пулин те йĕркене пăхăнманнисем те тĕл пулаççĕ.

Сăмахран, 2017 çулта республикăра контрафактлă продукцие сутни, автор прависене пăснă, ют тавар паллисемпе усă курнă тĕслĕхсем 1,5 хут ỹснĕ. Чăваш Республикин ШĔМ ĕçченĕсем кун евĕр 182 преступление тупса палăртнă. Вĕсенчен чи курăмли - алкоголь продукцийĕ сĕнекен "Ягуар" ООО тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни. Полицейскисем 50 пин литр алкоголь продукцине туртса илнĕ.

Суя тавар сутакансене тупса палăртас тата вĕсене саккуна пăхăнма вĕрентес тĕллевпе Потребительсен правине хỹтĕлекен федераци службин республикăри управленийĕ тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелет. Пĕлтĕр управлени ĕçченĕсем 681 рейд ирттернĕ. 191 тĕрĕслевре продукцие хатĕрлессинче йĕркене пăснине палăртнă. Техника регламентне пăхăнса ĕçлес енĕпе 194 субъекта тĕрĕсленĕ, 28 тĕрĕслевре саккуна пăсни паллă.

Роспотребнадзор управленийĕн ĕçченĕсем 334 постановлени çырнă, 7,7 млн тенкĕ ытларах административлă штраф панă. Тавар çаврăнăшĕнчен 664 парти апат-çимĕçе туртса илнĕ.



"Каçал Ен"
22 февраля 2018
09:46
Поделиться