Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Польша чиккине сыхланă

22 февраля 2018 г.

Умра - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ. Çавна май Тăван çĕршыв чиккине сыхлакансен - пограничниксен - сăнĕсем куç умне туха-туха тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри - 1957 çулта Хирти Сĕнтĕр ялĕнче кун çути курнă Владимир Германович Комаров. Çĕнĕ Кипеç вăтам шку-лĕнчен вĕренсе тухнă яша 1975 çулта Совет Çарне илеççĕ. Чăваш каччине малтанах Львов облаçĕнчи Червоноград хулинчи 2144 çар чаçне вĕренме яраççĕ. Часах йĕкĕт присяга тытать. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн Володьăна Польша чиккине хураллама шанаççĕ. Хастар ентеш çарта хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, ыттисемшĕн вăл ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. 1976 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче каччăна кĕçĕн контролер должноçне шанса параççĕ.

- Служба вăхăтĕнче эпир пассажир тата тавар турттаракан пуйăссемпе автотранспорта тĕрĕслесе тăраттăмăр. Пурте йĕркеллĕ пулсан кăна вĕсене чикĕ урлă каçма ирĕк параттăмăр, - иртнĕ кунĕсене аса илет Владимир Германович.

Служба вăхăчĕ тĕрлĕрен событисенчен пуян. Çак кунсем кашни пограничник асĕнче ĕмĕрех упранаççĕ. Владимир Комаровăн асаилỹ çăмхи те чылай пысăк.

- 1977 çул. Тулта - март уйăхĕ. Постра тăнă май эпĕ Польша енчен шыв урлă ишсе каç тата 2 степеньлĕ кăкăр çине çакмалли ма тытăннă пĕр çынна куртăм та тревожнăй ушкăна чĕнтĕм. Йĕркене пăсакана вара çапла майпа тытса чарма пултартăмăр, - терĕ Владимир Германович.

Çак хастарлăхшăн Володьăна кĕске отпуск параççĕ. Тепринче, 1977 çулхи август уйăхĕнче, йĕкĕтĕн йĕркене пăсакан иккĕмĕш çынна та тытса чарма тивет. Унăн Польша çĕрне питĕ кайса курас килнĕ иккен. Владимир Комарова хальхинче Хисеп грамотипе "Отличник погранвойск" паллăпа наградăлаççĕ.

Чăваш Енĕн хастар ывăлĕ каярах та Кăнтăр Хĕвеланăç Погранокругăн командованийĕнчен пĕрре мар тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

1977 çулхи декабрьтенпе Владимир Комаров - запасри çар çынни. Эпир ăна çирĕп сывлăх, тулли телей, канлĕ ватлăх сунатпăр.

П.ЗАЙЦЕВ.

Йăлмахва ялĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика