Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ентешсем - маттур салтаксем

ШĂМĂРШĂ районĕнче çуралса ỹснĕ каччăсене çар тивĕçне пурнăçлама явăçтарасси яланах тивĕçлĕ пурнăçланса пырать. Çакна 2017 çулхи кĕрхи призыв кăтартăвĕ те çирĕплетет. Призывниксен пĕр ушкăнĕ пĕлтĕрхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Иваново хулинче тăракан сывлăшпа космос вăйĕсен (ВКС) çарне службăна тухса кайнă. Тĕлĕнмелле савăнăç: пĕр районта çитĕннĕ пилĕк çамрăка пĕр чаçре служба ирттерме шăпа тухнă. Вĕсемпе халĕ вулакансене хаваспах паллаштаратăп.

ВАЛЕРИЙ ГЛАДКОВ - Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен, Шăмăршăри вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлỹ илнĕ. Техник-программист. Шкулта та, колледжра та тарăн пĕлỹ илессишĕн тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслă. Тĕрлĕ техникăна лайăх ăнланать, çăмăллăн парăнтарать. Сăпайлă, ĕçчен, ылтăн алăллă, ырă кăмăллă мăнукне кукамăшĕпе кукашшĕ çав тери юратаççĕ. Вăл та вĕсене кил-хуçалăхĕнчи ĕçсенче яланах пулăшса тăрать.

ВАДИМ ГОЛОВИН - Шупашкар хулинчен, амăшĕ - Лилия Зиновьева - Анат Чаткас хĕрĕ пулнăран, ачалăхĕ Чаткасра иртнĕ теме те пулать. Вăл Шупашкарта аслă пĕлỹ илнĕ – электро-техника тата электроэнергетика инженерĕ.

КОНСТАНТИН ЕФИМОВ - Ярăслав ялĕнчен, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 9 класс пĕтернĕ. Шкул хыççăн тракторист специальноçне алла илнĕ. Шкулта вĕрентнĕ учительсем ăна сăпайлă, ĕçчен, хăйне шанса панă ĕçе тĕплĕ те яваплă пурнăçласа пынăшăн юратаççĕ. Уçă кăмăлĕшĕн, пурне те пулăшма хатĕр пулнишĕн пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем те питĕ кăмăллаççĕ. Костя 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне путакан çынна шывран туртса кăларса унăн пурнăçне çăлса хăварнă.

НИКОЛАЙ НЯНИН - Анат Чаткасран, унти шкулта 9 класс пĕтернĕ, вĕренỹре те, спотра та тăрăшулăхĕпе палăрнă. Ачаранпах çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнма хăнăхнă. Палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлать. Районта иртекен мероприятисене активлă хутшăннă, 3-мĕш класрах республикăри шкул ачи- сен наукăпа практика конференцийĕнче призер пулма ăс-тăн çитернĕ. Спортпа туслă, уйрăмах кĕрешỹ енĕпе палăрнă. Ахальтен мар вăл район пуçлăхĕн сти- пендине илсе тăма тивĕçнĕ. Ялти шкул- тан ăнăçлă вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлỹ илнĕ, пултаруллă студента 2015 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕпе хавхалантарнă. 2017 çулта колледж хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Халлĕхе Николай çар тивĕçне пурнăçлассине мала хурать, ун хыççăн университета таврăнса аслă пĕлỹ илме ĕмĕтленет.

НИКОЛАЙ САМАРИН - Кивĕ Шăмăршă ялĕнчен, Васанти тĕп шкула «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Шупашкарти строительство техникумĕнче ăс пухнă. Строитель-прораб. Унăн класс ертỹçи Н. Архипова Коля шкулта питĕ тăрăшуллă, пур мероприятире активлă, вĕрентекенсемпе те, тантăшĕсемпе те питĕ сăпайлă та уçă кăмăллă пулнине палăртать. Спортпа та туслă, йĕлтĕр, çăмăл атлетика ăмăртă- вĕсене хастар хутшăнать, юрă-ташăра та ăста. Ĕçченлĕхĕпе те хисепе тивĕçлĕ - пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. «Ырă кăмăлĕпе, çепĕç чунĕпе пурне те савăнтарать, никама та тимлĕхсĕр хăвармасть», - çапла кĕскен хак пачĕ пултаруллă вĕренекенне педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Николаевна. Çапла пĕринчен тепри маттур йĕкĕтсем паян пирĕн мирлĕ пурнăçа сыхлаççĕ. Эпир вĕсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăван ене тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырă çул сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 февраля 2018
11:49
Поделиться