Яншихово-Челлинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Красноармейский район

Яншихово-Чёллинское

сельское поселение

 
 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр хут … сĕт хакĕ пирки

19 февраля 2018 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн ларăвĕнче республикăри сĕт рынокĕнчи хак пирки килсе тухнă лару-тăру çинчен ыйту сỹтсе явнă. Депутатсем умĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2017-2018 çулсенчи хĕл кунĕсенче сĕт рынокĕнчи хаксем палăрмаллах улшăннă. Хатĕрлев хакĕсем ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен те, уйрăм çынсен те ỹсес вырăнне тăруках чакса кайрĕç. Ку евĕр лару-тăру Раççейри тата Атăл çи федераци округĕнчи чылай регионта та килсе тухнă. Тĕп сăлтавĕсем — урăх çĕртен типĕ сĕт кỹрсе килесси ỹсни, ял хуçалăх организацийĕсенче сĕт туса илесси пысăкланни тата халăх сĕтпе, унран хатĕрленĕ продукципе сахалтарах усă курма тытăнни. Республика сĕт туса илессипе Раççей Федерацийĕнче 22-мĕш, уйрăм ХФХ-сенче ăна хатĕрлессипе 50-мĕш вырăн йышăнать. “Чылай çынсемшĕн килти хушма хуçалăхра сĕт суса илни ĕçлесе илмелли пĕртен-пĕр май”, пĕлтернĕ министр. Сĕт рынокĕнчи хаксене йĕркелештерес тĕллевпе ял хуçалăх министерстви муниципаллă районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене, пасарсенче тỹлевсĕр вырăнсем уйăрса, сĕтпе унăн продукчĕсене сутмалли ярмарккăсем йĕркелесе ирттерме сĕннĕ. Министерство çавăн пекех Чăваш Республикин федераллă Тĕп инспекторĕн адресĕпе сĕт рынокĕнче хаксем пирки килсе тухнă лару-тăру çинчен информаци çитернĕ, кун пирки Раççей ФАС-ĕн Чăваш Республикинчи Управленине сĕт рынокĕнчи хаксене тишкермешкĕн хушу пама ыйтнă. Раççей Ял хуçалăх министерстви те çĕршыв территорине урăх çĕртен типĕ сĕт кỹрсе килессине чакарма мерăсем йышăнать. Олег Таланов, Олег Дельман тата Юрий Попов депутатсем çак ыйтăва федераци шайĕнче татса пама кирлине, сĕт хакĕсене патшалăх тĕлĕшĕнчен йĕркелештермеллине палăртрĕç. Комитет председателĕ Сергей Павлов сĕнỹсене пĕтĕмлетсе çыру хатĕрлесе РФ Патшалăх Думине яма сĕнчĕ. Сăмах май, çак ыйтăва ĕнер ирхине район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та пăхса тухрĕç. Çак кунсенчех сĕт пухакансемпе канашлу йĕркелеме, сĕт хакне (хальлĕхе ăна пирĕн районта 12-14 тенкĕпе пухаççĕ) ỹстерес ыйтăва пăхса тухма калаçса килĕшрĕç.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский р-н, с.Яншихово-Чёллы, ул.Учительская, д.1
Телефон: 8(83530) 34-2-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика