Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăватлă техника ĕçе çăмăллатать

16 февраля 2018 г.

Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи "Агромашснаб" пĕрлешỹре республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен, специалисчĕсен тата фермерсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем те хутшăннă.

- Эпир, республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килсе çитнĕ хăнасем, пĕрлешỹ территорийĕнче ял хуçалăх техникин выставкипе паллашма пултартăмăр. Мĕн кăна çук-ши унта? Выльăх апачĕ хатĕрлемелли: ешĕл массăна вĕтетмелли, пленкăпа чĕркемелли, выльăх апатне турамаллинчен пуçласа çĕр ĕçне тумалли таранах. Хăватлă "хурçă утсене" тĕлĕнсе те ăмсанса сăнарăмăр. Хăшĕсем вĕсене хăйсене валли те суйларĕç, - каласа пачĕ "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев. - "Neoliner NWS-660" агрегата вара ĕçлеттерсе те кăтартрĕç.

Иртнĕ çул Санкт-Петербургри трактор завочĕ кăларма пуçланă "Кирюша" К-424 хĕрлĕ тĕслĕ тракторпа та паллашнă çак кун хăнасем. Çĕнĕ технологипе хатĕрленĕскер, ют çĕршывра кăларнă чаплă техникăран пĕртте кая мар. Кабинăра хăтлă, çутă. 240 лаша вăйлăскер темиçе МТЗ трактора та улăштарма пултарать иккен.

- Çакăн евĕр хăватлă техника туянни хуçалăх ĕçне палăрмаллах çăмăллатĕ, çавăн пекех вăл апат пахалăхне лайăхлатĕ, - терĕ "Рассвет" ЯХПК ертỹçи Михаил Афанасьев.

Семинарăн пленарлă пайĕнче "Агромашснаб" пĕрлешĕвĕн директорĕ Владимир Жирнов, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăна туса кăларакан компанисен представителĕсем тата ыттисем те хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика