ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш ачашăн - пособи

16 февраля 2018 г.

Çамрăк çемьесене пысăк пулăшу кỹрекен кăçалхи çĕнĕлĕх вăл - январĕн 1-мĕшĕнчен пирвайхи ачине çуратнă ашшĕ-амăшне пепки çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен пособи пама йышăнни. Кăçал унăн виçи 8910 тенкĕпе танлашать.

Ку пособие республикăра 4,5 пин çемье илме пултармалла. Районти çемьесем те пособие тивĕçеççĕ. Паянхи куна 4 çемьере шăпах пĕрремĕш пепкесем кун çути курнă. Вĕсенчен иккĕшĕ вара - Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Егоровсем тата Луцки салинчи Владимировсем. Çемьесем пĕрремĕш пепкешĕн тивĕçекен пособие илме нумай функциллĕ центра заявленисем çырса панă та.

Аса илтеретпĕр, пособи ирĕкĕ пуррине уçăмлатмашкăн çулталăкри пĕтĕмĕшле тупăша 12-е тата çемье членĕсен хисепĕ (тин çуралнă ачапа пĕрле) çине пайлани 13995 тенкĕрен сахалрах тухсан хăвăр пурăнакан вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра кайса заявлени пама пултаратăр. Унсăр пуçне заявитель паспорчĕ, ача çурални çинчен свидетельство, çемье тупăшĕ пирки справка кирлĕ.

Заявление ача çуралнă хыççăн 1,5 çулталăк иртиччен кирек хăш вăхăтра та пама юрать: малтанхи 6 уйăхра çырсан пособие пепке çуралнă кунранах палăртаççĕ, каярах юлсан - заявлени панă кунран. Çулталăк иртсен асăннă пособи ирĕкне çирĕплетмешкĕн документсене тепĕр хут тăратмалла.

\Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран:

"...Эпир шанатпăр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсем демографи лару-тăрăвне тĕпрен улăштарма май парĕç. Вĕсен шутĕнче амăшĕн капиталне 2021 çулччен тăсни; кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш ача çуралсан кашни уйăхра укçа памалла туни".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика