Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулакан сĕнĕвне тĕпе хумалла

Ĕнер Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов Элĕк районĕнче пулчĕ. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Лидия Никитинăпа тата «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕпе Марина Леонтьевăпа тĕл пулса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пичет кăларăмĕпе çыхăнса ĕçленипе кăсăкланчĕ. Кулленхи ĕçре сиксе тухакан йывăрлăхсене татса памалли çул-йĕре тишкерчĕç.

- Пытарма кирлĕ мар, район çыннисем паян хăйсене пăшăрхантаракан хăш-пĕр ыйтăва татса панă чухне хаçатçăсенчен пулăшу ыйтаççĕ е саккунри çĕнĕлĕхсене пичет кăларăмĕн страницисенче ăнлантарса пама сĕнеççĕ. Ку чухне вара вулакана тĕрĕс тата уншăн пĕлтерĕшлĕ информаципе тивĕçтерни влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшнипе пĕрлех массăллă информаци хатĕрĕн ят-сумне те хăпартать. Çакă, паллах, вулакансен шутне ÿстересси çине те витĕм кÿрет. Вулаканăн сĕнÿ-канашне шута илни те халăхпа юнашар пулма май парать Çавăнпа та район администрацийĕпе журналистсем хушшинче çирĕп çыхăну пулмалла, - палăртрĕ Александра Степанович.

Ун хыççăн министр «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, коллективпа «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Вулакансен шутне ÿстерес тĕлĕшпе пичет кăларăмĕн сăн-сăпатне улăштарассипе, тиража сыхласа хăварассипе, пĕлтерÿсенчен тупăш илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Александр Иванов калем ăстисене 2017 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн, вулакансен шутне упраса хăварнăшăн тав туса малашне те ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Э.КУЗЬМИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 февраля 2018
15:07
Поделиться