Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх хамăртан нумай килет

Юлашки çулсенче Республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес тата пушă вăхăта усăллă ирттерес тĕлĕшпе Михаил Игнатьев ЧР Канашне янă Çырура нумай усăллă ĕçсем тунине тата тумаллине палăртса каларĕ. Тĕслĕхрен, вăл физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрасси кашни çемьешĕн кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăмалла тени кашни çыншăн кирлĕ, ырă сĕнÿ тесе шутлатăп.

Çÿлти влаçра ĕçлекенсем тăрăшнипе, нухратне уйăрса панипе хуласенче анчах мар, район центрĕсенче те хăтлă спорт керменĕсем çĕклерĕç. Акă пирĕн район центрĕнчи «Хĕлхем» спорт комплексĕ епле чаплă.

Районти пур шкулта та вĕренекенсем валли спорзал, ку енĕпе кирлĕ оборудовани пур. Пирĕн вăхăтри вăрçă ачисемпе танлаштарсан, паян ÿсекен çамрăк ăрăва спорта явăçтарса сывлăха çирĕплетме пур майсем те çителĕклĕ. Пирĕн, вăрçă ачисен, ялти шкула кÿршĕ ялсенчен 2-3 çухрăм, Тивĕшри вăтам шкула пĕрисен 4-5, теприсен 7-8 çухрăм утмаллаччĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çитĕннисемпе пĕрле колхозра тырă вырнă, утă çулнă. Çав хушăрах футболла, волейболла, лапталла выляма та вăхăт тупнă. Хĕллехи вăхăтра тăвайккинчен çунашкапа е йĕлтĕрпе ярăннă.

Пурнăç çăмăл килмен. Тăхăнмалли, çимелли тĕлĕшĕнчен паянхи пек тулăх пулман пулсан та çирĕп сывлăхлă ÿснĕ. Çĕршыва сыхлама юрăхлă пултăмăр. Ватă пулин те пуçсене усса лармастпăр. Пушă вăхăтра уçă сывлăшра çÿреме юрататпăр. Утни сывлăхшăн усăллине аван ăнланатпăр эпир.

Районта спорта аталантарассипе ырă улшăнусем пулни савăнтарать. Малашне те ĕç-хĕл лайăхланса пырĕ тесе шутлатăп.

Вениамин АРХИПОВ,

Мартынкасси ялĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 февраля 2018
15:03
Поделиться