Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕх тĕнчине кăмăллакансем

Ĕлĕк хĕрсен ушкăнĕсем пĕр килте ал ĕçĕсем тума пуçтарăннă. Халĕ çак йăлана районта пурăнакансем каялла тавăрнă темелле ĕнтĕ. Ялсенче çавна май тĕрлĕ кружоксем йĕркеленнĕ.

Чăваш йăли-йĕркине, культурине пысăк вырăна хуни, ăна упраса хăварма пĕлни вара чăннипех те ырă.

Ку енĕпе юлашки çулсенче кашни ял тăрăхĕнчех палăрма пуçларĕç. Сăмахран, пĕр-пĕр концертра сцена çинче тăракан фольклор ушкăнĕн çи-пуçне, тĕрĕллĕ саппунĕсене сăнатăн та, тĕлĕнетĕн, нивушлĕ çакна пĕтĕмпех чăваш хĕрарăмĕн çепĕç алли тума ĕлкĕрет? Хĕрарăмсем мăн асаннесемпе кукамайсен ĕçне кÿлĕнни авалхи пурнăçа аса илтерет. Анчах та хальхи самана çĕнĕлле, ĕçĕ вара çавах юлать.

Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансем те питĕ хастар. Вĕсем кашни эрнерех ял библиотекинче пухăнаççĕ. Унта хĕрарăмсен «Ăстапи» кружокĕ питĕ çивĕч ĕçлет. Вăл ялти «ылтăн алăллă» маçтăрсене пĕрлештерет. Кружока ялти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Анна Бурмистрова йĕркелесе пырать. «Ăстапине» çÿреме кăмăл тăвакансен йышĕ хушăнса пырать. Кунта нумай çул çÿрекенсемпе пĕрлех тин кăна асăннă ĕçе пикеннисем те пур. Хĕрарăмсем пурте тĕрлĕ мелпе ĕçлеме пултараççĕ: çекĕлпе çыхаççĕ, вĕтĕ шăрçапа, алмазпа тĕрлеççĕ, кĕпе-тумтир таврашне капăрлатаççĕ. Иртнĕ çулсенче Анна Бурмистрова чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă, салфеткăсем илемлетме вĕрентнĕ.

Мĕнлерех илемлĕ-çке вăл чăваш тĕрри! Пĕтĕм чун лăпланать ăна тĕрлеме тытăнсан. Пĕр-пĕр хитре япала пуçласан та ăна вĕçлемесĕр алăран ярас килмест. Çаплах ĕнтĕ, пĕрре хăнăхнă ĕç те вăл яланхи йăлана кĕрсе пырать. Тĕрлĕ эрешлĕ сăмса тутрисем те еплерех «çуралаççĕ» ĕçчен алăра. Ку ăсталăха Майя Архипова, Ирина Гаврилова çăмăллăнах хăнăхса пыраççĕ. Роза Гаврилова çекĕлпе çыхса, шăрçа-тенкĕпе илемлетсе фольклор ансамблĕн хĕрĕсем валли масмаксем янтăланă, тухья та хатĕрлеме пултарнă. Сăмах май, амăшĕн пултарулăхĕ хĕрне те куçнă, мĕншĕн тесен кĕске вăхăтрах Марианна сумкăсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, жилет-кофтăсем çăмăллăнах çыхать. Люба Степанова çекĕлпе чечексем эрешлет, минтерсем, пукан çиттисем илемлетме пултарать. Зинаида Петрова юлашки çулсенче пушă вăхăтра алмазпа картинăсем тĕрлет. Вăлах ялти хĕрарăмсем ыйтнипе туй хатĕрĕсем, тутăрсем тĕрлесе парать. Роза Маркелова вара çекĕлпе çыхса çăмăл пальтосем хатĕрлет, тăванĕсене парнелеме юратать. Надежда Платонова та тĕрлĕ ĕçе ăста: тĕрри те хитре пулать унăн, çĕвĕçе те маçтăр вăл. Вера Иванова кружок ларăвĕсене кăçал кăна çÿ- реме пуçларĕ. Кунти ăстасем пулăшнине вăл çекĕлпе çыхса тĕрлĕ япала хатĕрлеме хăнăхса пырать.

Библиотекăра хĕрарăмсене пĕрле пухăнса ĕçлеме лайăх халĕ: ăшă, çутă, хăтлă. Компьютерпа усă курса пĕр-пĕр тĕрĕ ÿкерчĕкĕн копине пурин валли те хатĕрлеме пулать. Хаçат-журналсенчи материалсемпе те усă курма хавас «Ăстапи» кружока çÿрекенсем.

Иртнĕ эрнере те çак ялти хĕрарăмсем кружока пуçтарăннă. Вĕсемпе пĕрлех арçынсем те интересленме именмерĕç. Ялта скандинави уттипе туслисем те кружока хутшăнчĕç.

Çавăн пекех Ураскилт клубĕнче те «Кĕмĕл çип» кружок тĕлĕрмест. Кунта та ал ĕç ăстисем час-часах пухăнса алсиш-нуски, тĕрлĕ япаласем çыхаççĕ, капăрлатмалли ытти хатĕрсене ăсталаççĕ.

Апла пулсан чăнахах та маттур та хастар вăл чăваш хĕрарăмĕ. Пурнăçра илем кÿме те, спортпа туслă пулма та, культура ĕçĕсене хутшăнма та вăхăт тупса ыттисене савăнăç тата хавхалану парнелет.

А.СИЛИВЕСТРОВА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 февраля 2018
15:03
Поделиться