Комсомольский муниципальный округ

Малти вырăншăн тупăшнă

Февралĕн 3-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пульăпа персе мала тухассишĕн тупăшнă.

Ăмăртăва 12 вăтам тата тĕп шкулсен 6 команди хутшăннă. Хĕрỹ тупăшура малтисене тупса палăртма, паллах, çăмăлах пулман. Тĕп шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Александровка шкулĕн команди çĕнсе илнĕ. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене Хирти Явăшпа Чĕчкен тĕп шкулĕсен ушкăнĕсем тивĕçнĕ.

300 ача вĕренекен вăтам шкулсем хушшинче иртнĕ тупăшура Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсене çи-текенни пулман. Асăннă шкул команди малти вырăна алăран вĕçертмен. Урмаелсем те ăмăртура хастарлăхпа палăрнă. Вĕсем - иккĕмĕшсем. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ушкăнĕ виççĕмĕш вырăнпа палăрнă.

300 вĕренекенрен сахалрах вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Аслă Чурачăк шкулĕн команди тивĕçнĕ. Хырай Ĕнел тата Нĕркеç вăтам шкулĕсен командисем - иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем.



"Каçал Ен"
13 февраля 2018
09:33
Поделиться