Комсомольский муниципальный округ

Ырă ырăпа таврăнать

Çак кунсенче Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Раççейре Ырă тăвакансен тата волонтерсен, Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вырăнти артистсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа, сценкăсемпе савăнтарчĕç. Залра ларакансем кашни номершĕн тăвăллăн алă çупса тав турĕç. "Ассорти" ташă ушкăнĕ сцена çине тухсассăн кичемленсе ларакансем пулмарĕç.

Культура çурчĕн фойинче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Кунта Иван Яковлевăн кун-çулĕпе туллин паллашма пулчĕ. Аслисем те, вĕренекенсем те пуян содержаниллĕ кĕнекесене кăсăклансах тишкерчĕç.

Кăçалхи çула Ырă тăвакансен çулталăкне халалланă пулсассăн, кашниех ырă ĕç пурнăçлар. Ваттисене, çывăх çынсене, пурне те пулăшар, ырă ĕçпе савăнтарар.

А.ЕФРЕМОВА,

библиотекарь



"Каçал Ен"
13 февраля 2018
09:29
Поделиться