Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубокшăн тăхăр команда тупăшнă

13 февраля 2018 г.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова асăнса ирттерекен мини-футбол турнирне тăхăр команда хутшăннă. Сумлă ăмăртăва Треньелĕнче кăçалхипе 16-мĕш хут йĕркеленĕ. Унта хамăр тăрăхрисем çеç мар, Йĕпреç, Шăмăршă районĕсенчи ушкăнсем те тупăшнă.

Турнира чыслă лару-тăрура уçнă çĕрте район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс  министрĕ Светлана Енилина, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, ытти сумлă хăнасем Александр Тихонович Краснов шкул директорĕнче  ĕçленĕ чухне ачасене вĕрентсе воспитани парассисĕр пуçне яла аталантарас, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе сахал мар вăй  хунине палăртнă.

Финалта «Красновец» (Треньел)  тата «Дружба (Патăрьел) командăсем тĕл пулнă. Çивĕч тупăшура «Красновец» команда мала тухнă. Виççĕмĕш вырăнта – «Треньел» команда  (Треньел).  «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Роман Романов («Красновец» команда), «Чи лайăх хапхаçă» ята Олег Логунов («Керамик»), «Чи лайăх техника  кăтартакан» ята Алексей Григорьев («Дружба»), «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята Евгений Карпов («Треньел» команда) тивĕçнĕ.                                                   

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика