Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ракран вăхăтра тĕрĕсленни ĕмĕре вăрăмлатать

Медицина статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки 20 çул хушшинче Раççейре арçынсем хушшинче усал шыçă чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ 47 процент, хĕрарăмсем хушшинче вара 35 процент ÿснине палăртаççĕ.

Çав вăхăтрах асăннă чирпе чирлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ пĕр çулталăк хушшинче вилет. Çакăн тĕп сăлтавĕ - чире юлашки тапхăрта тупса палăртнине пула унран сипленме вăхăт юлманни. Çакă паллă, енчен те хальтерех пуçланнă усал шыççа пĕрремĕш е иккĕмĕш тапхăрта тупса палăртсан çулталăк хушшинче чирлисен 8-12 проценчĕ çеç вилет, виççĕмĕш тапхăрта палăртсан - 58 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, тăваттăмĕш тапхăрта вара - 86 проценчĕ. Асăннă чиртен вăхăтра сипленни вара хăш-пĕр усал шыçăсенчен пĕтĕмĕшле хăтăлма май парать тата ытти усал шыçăсемпе чирлекенсен ĕмĕрне те вăрăмлатма пулăшать. Çавăнпа та усал шыçă чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртасси мĕнпур врачсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать те.

Рак чирĕнчен сыхланса ирттермелли ĕçсене пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш тапхăра пайлаççĕ. Паян вара вулакансене усал шыççа пуçаракан сăлтавсене палăртса пĕрремĕш тапхăртах туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăрасшăн. Çакăнта ĕнтĕ этем организмĕ çине канцерогенлă факторсем витĕм кÿнине пула усал шыççа пуçарса яракан тĕп сăлтавсене палăртасшăн та.

Вĕсем питех те анлă пулнине кура чи пĕлтерĕшлисем çинче çеç чарăнса тăрăп. Çынсен сывлăх шайĕ епле пуласси хăйĕн пурнăçне мĕнле йĕркеленинчен тата апатланăвĕнчен нумай килет. Чĕлĕм туртни этемшĕн уйрăмах сиенлĕ пулнине палăртаççĕ. Табак сăмалипе тĕтĕмĕ тута, чĕлхе, шăл тунипе пит çăмартин лăймакаллă сийĕ, ун хыççăн пырпа тип пыр тата ÿпкесем çине витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та чĕлĕм туртма пăрахни ÿпке ракĕнчен сыхланмалли пĕртен-пĕр çул-йĕр пулса тăрать.

Виçесĕр эрех-сăрапа иртĕхни те усал шыçă чирĕсемпе чирлессине палăрмаллах ÿстерет. Енчен те çын кунне тăтăшах 120 грамм е унран та ытларах «хаяр шĕвек» сыпать пулсан вуçех те эрех ĕçмен çынпа танлаштарсан апат пырĕн ракĕпе чирлес хăрушлăх 110 хут пысăкрах.

Ÿт-тирĕн ракĕ пуçланассинчен çакăн пек ансат сĕнÿсене пăхăнса сыхланма пулать: хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра аслăрах çулсенчи тата шурă ÿтлĕрех çынсен кĕлеткери уçă вырăнсене хÿтĕлемелле. Кун пек чухне хĕвелтен сыхланмалли кремсемпе усă курсан аван. Ÿт çинче вăраха кайнă юхакан-суран, шăтан-юхан пулассинчен сыхланмалла. Çавăн пекех çан-çурăм çинчи çĕвĕксене, тур паллисене суранлатассинчен асăрханмалла. Ÿт çинчи тур паллисене, шĕпĕнсене тата ÿт хулăмланса ларнă вырăнсене ятарлă сиплев учрежденийĕсенче çеç кастарма юрать.

Çăварта тĕрлĕ усал шыçă аталанассинчен шăлсемпе çăвара гигиена тĕлĕшĕнчен таса тытса тăни те сыхлать. Чĕлхене тата пит çăмартин лăймакаллă сийне сиенлетекен чирлĕ шăлсене вăхăтра юсамалла.

Пĕтĕм тĕнчери ученăйсен нумай çул хушши ирттернĕ тĕпчевĕсем этем мĕнле апатланни вара вар-хырăмăн ракне пуçарасси çине те витĕм кÿрет-мĕн. Чĕрчунсен белокĕпе çăвĕнчен, микроэлементсемпе клетчаткăран пуян мар апат, анчах та çав вăхăтрах ÿсен-тăран крахмалĕ тата тăвар нумай пулни усал шыçăсене пуçаракан сăлтав пулса тăраççĕ те.

Апатра йод çитменни вара щит евĕрлĕ парсен ĕçне хавшатать. Çавна пулах вĕсем пысăкланас хăрушлăх ÿсет, кунпа пĕрлех щит евĕрлĕ парсен ракĕ пуçланас хăрушлăх тухса тăрать.

Мĕнпур микроэлементпа тата витаминсемпе пуян апат-çимĕçпе апатланни çавăн пекех кăкăр ракĕ пуçланассине чакарнине те асăнмасăр иртме çук. Хĕрарăм хăй усал шыçăсене вăхăтра тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрни чи пĕлтерĕшли. Çавăнпа та кашни хĕрарăмăнах уйăх хушши иртсе кайнă хыççăн 2-3 кунран кашни уйăхрах хăйĕн кăкăрне тĕрĕслемелле. Çын хăйне мĕнле туйнине пăхмасăрах палăртнă вăхăтра диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ÿпке чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕлĕшпе флюорографи тата рентген тăмалла. Кашни пациентăнах çулталăкра пĕрререн кая мар ÿпке тĕрĕслеттермелле. Рентген тĕрĕслевне ирттерни ÿпкере анчах мар, вар-хырăм тата хулăн пыршăра та усал шыçă умĕнхи улшăнусене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма пулăшать.

Усал шыçă аталанма пуçланине малтанхи тапхăртах палăртма пулăшакан май вăл юн илсе онкомаркер туни. Кун пек анализа илсе юнра рак клеткисем туса кăларакан белок пуррипе çуккине палăртаççĕ. Онкомаркер йăлана кĕнĕ майпа усал шыççа палăртма май çук чухне кирлĕ информаципе тивĕçтерет.

Çавăнпа та рак чирĕнчен сыхланас тесен çÿлерех асăннă мĕнпур йĕркене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.

В.СКВОРЦОВА,

район больницин врачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 февраля 2018
10:26
Поделиться