Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăватлă техника шÿтлемест

Январĕн 29 - февралĕн 28-мĕшĕсенче районта - «Снегоход» профилактика операцийĕ. Çавна май хăватлă та асамлă техникăна мĕнле пăхса тăнине, ĕçлеттернине те тĕрĕслетпĕр.

«Юр сухисем» пĕтĕмпе 7 единица шутланаççĕ. Пĕри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн пулсан, ыттисем - уйрăм çынсен. Ку техника хуçисен А1 категори кирлĕ. Çавăн пекех хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси çинчен те манмалла мар. Хăватлă техникăна тытса пыраканăн хÿтĕлев шлемĕ тăхăнмалла, пĕрле аптечка, огнетушитель те кирлех.

Ыррине асăнма та кăмăллă. Элĕк вăтам шкулĕнчи физкультура вĕрентекенĕ Лев Данилов «Юр сухипе» усă курассипе чăн ăста. Вăл йĕлтĕр йĕрĕн трассине якатсах тăрать. Лев Августович хывнă çул çинчен вара вĕренекенсем татăлма та пĕлмеççĕ. Спорта юратакансем те асамлă трасса çине хаваспах тухаççĕ, йĕлтĕрпе чупса хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.

«Снегоход» операци пынă май техника шÿтлеме юратманни çинчен асрах тытмалла. Апла пулсан «Юр сухине» кирлĕ пек тытмалла, çăварлăхлама та пĕлмелле.

Константин МАЙОРОВ,

районти гостехнадзорăн аслă инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 февраля 2018
10:26
Поделиться