Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

И. Яковлев юбилейне хатĕрленнĕ май

 

Кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсен Аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Пĕлтерĕшлĕ çак пулăма йĕркелесе ирттерес тĕллевпе ытларикун Шуршăлти вăтам шкулта мероприяти пулчĕ. Уява шкулăн класс тулашĕнчи ĕçĕсене йĕркелесе пыракан директор çумĕ Н.Львова уçрĕ. Вăл Иван Яковлевич хăйĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе чăваш халăхĕшĕн чи сумлă çынсенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ, хисеплĕ вĕрентекене яланах асра тытмалли çинчен каларĕ. Шкул ачисем чăваш поэчĕсен Иван Яковлева халалласа çырнă сăввисене илемлĕ вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Библиотека ĕçченĕ Л.Плотникова Вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма "И.Я.Яковлев - чăваш халăхне çутта кăларакан" курав йĕркеленĕ. Шуршăл шкулĕнче вĕренекенсем Яковлева халалласа ирттерекен пур мероприятие те хастар хутшăнма сăмах пачĕç.

Л.НИКОЛАЕВА, вĕрентекен.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 февраля 2018
17:18
Поделиться