Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Интернет ырă пултăр

 

"Хăрушсăр Рунет эрнийĕ" Пĕтĕм Раççей акцийĕпе килĕшỹллĕн Шĕнерпуçĕнчи ял вулавăшĕнче "Интернет ырă пултăр" хăрушсăрлăх урокĕ иртрĕ. "Интернет - паянхи куншăн усăллă та кирлĕ тĕнче. Унта ачасене аталанма май паракан тĕрлĕ сайтсемпе порталсем пур. Ачасем социаллă карасра хăйсене мĕнле тытмаллине, хăрушлăхран сыхланмаллине тата ытти усăллă информаципе паллашрĕç, çĕннине нумай пĕлчĕç. Мероприятин иккĕмĕш тапхăрĕнче ачасем чи усăллă та кăсăклă сайтсем тăрăх "çулçỹреве" тухрĕç, унтан тулли кăмăлпа "таврăнчĕç".

Н.ТОПТЫГИНА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 февраля 2018
17:17
Поделиться