Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урхас Кушкă ял хутлăхĕ, ĕнер, паян, ыран

20 января 2018 г.

ЯЛ ХУТЛĂХĔН БЮДЖЕЧĔ ÇИНЧЕН 2017 çулта Урхас Кушкă ял хутлăхĕн бюджетне 4091,3 пин тенкĕ укçа пуçтарăн нă. Вăл шутра, ял хутлăхĕ хăй пуçтарнă укçа 1505,3 пин тенкĕ, ытти тĕрлĕрен бюджетсенчен килекен укçа 2586,0 пин тенкĕ. Иртнĕ çулта ял хутлăхĕн бюджечĕн тăкакламалли пайĕ 4786,9 пин тенкĕпе танлашнă. ÇĔРПЕ ПĔЛСЕ УСĂ КУРМАЛЛА 2017 çулта ял хутлăхĕн администрацийĕ хуçасăр çĕр пайĕсене хăйĕн харпăрлăхне куçарассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. 756 çĕр пайне харпăрлăха куçарнă. Çĕр лаптăкĕсене усă курма йĕркене кĕртсе çитернĕ, халĕ вĕсене çĕр çинче ĕçлеме кăмăллакансене арендăна пама хатĕрлеççĕ. Çакă бюджета пуянлатма май парĕ. ÇУЛ-ЙĔР ТĂВАССИ ТАТА ĂНА ТЫТСА ТĂРАССИ Иртнĕ çулта икĕ ял урамĕсенче çĕнĕ çулсем сарнă. Урхас Кушкă ялĕнчи Яковлев урамĕнче 304 метр çул сарса 350 пин тенкĕ тăкакланă. Кĕслеялĕнчи Çурçĕр тата Кăнтăр урамсенче 404 метр тăршшĕ çул тума 394,7 пин тенкĕ тăкакланă. Çул-йĕре юсама тата хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма пĕтĕмпе 1246,0 пин тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕрен çул сарас ĕçсене Владимир Иванов пурнăçланă. Çĕньял Упакасси ялĕнчи Тĕп урамри çул çинче пысăк лакăмсем пулса кайнăран çак çула юсаса тỹрлетнĕ. Упакасси ялĕнче пурăнакансем хăйсен вăйĕпе урамри çула юсаса çирĕплетнĕ. ЙЫШПА ĔÇ ТЕ ĂНАТЬ Мĕн ĕлĕкрен чăваш халăхĕ тĕрлĕ ĕçсене пĕрле пуçтарăнса тума тăрăшнă. "Ниме" мелĕ пирĕн тăрăхра паянхи кунчченех упраннине ырламалла. Çавăнпа та ял хутлăхĕн администрацийĕ тĕрлĕ ĕçсем тума палăртнă чухне вĕсене халăхпа канашласа пĕрле пурнăçлама тăрăшать, мĕншĕн тесен умра тăракан çивĕч ыйтусем кунта пурăнакан кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне ял хутлăхĕн администрацийĕ кирлĕ материалсене хăй илсе парать, ĕçне вара ялти халăх пуçтарăнса пурнăçлать. Пĕлтĕр нумай çакăн пек ĕçсем туса ирттернĕ. Ял старости Алексей Колчин тăрăшнипе Тури Упакасси ялĕнчи çăлкуçа юсаса çĕнетнĕ. Упакасси ялĕнчи депутат Галина Гаврилова тата çак ял старости Петр Степанов çине тăнипе çăлкуç патне çỹремелли кĕпере, ял картине юсанă, çăва йĕри-тавра тытнă картана çĕнетнĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă палăка юсаса илемлетнĕ. Караньялĕнчи Кивĕ тата Çĕнĕ Утар урамĕсене çыхăнтаракан 20 метр тăршшĕ кĕпер тунă. Ку кĕперпе ял халăхĕ çеç мар, çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх те каçма пултарать. Мĕшĕл ялĕнче те икĕ урама çыхăнтаракан кĕпере юсанă. Ку сарлака та çирĕп кĕпер урлă тĕрлĕрен техника та каçса çỹреме пултарать. Çак ырă ĕçре вара Александр Хлебниковăн бригадин хастарлăхне тĕслĕх вырăнне хума пулать. Мĕшĕл ялне илес пулсан, юлашки икĕ çулта 6 кĕпер юсаса çĕнетнĕ. Вĕсем хушшинче çĕнĕрен тунисем те пур. Кунта ялти депутатăн, Владимир Калининăн тỹпи пысăк. Унăн хастарлăхне тата çынсен тăрăшулăхне пула пурнăç условийĕсем палăрмаллах лайăхланнă. ШЫВПА ТАТА КАÇХИ ÇУТĂПА ТИВĔÇТЕРЕССИ Ял тăрăхĕн админи-страцийĕшĕн халăха шывпа тивĕçтересси çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕр çурринче хурса хăварнă шыв пăрăхĕсем, шыв башнисем халĕ юрăхсăра тухса пыраççĕ. Çавăнпа та пĕлтĕр Урхас Кушкăри Советская урамĕнчи шыв пăрăхне (80 метр тăршшĕ) улăштарнă, çĕнĕ пăрăх хунă. Çак ĕçе урамра пурăнакансем те хастар хутшăннă. Асăннă ялти Ивановсен урамĕнчи шыв башнине те юсанă. Çак отчетлă тапхăрта тăватă ялти кулатасем хăйсен сăн-сăпатне улăштарчĕç. Урхас Кушкă ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче А.Краснов, С.Иванов, Г.Тихонов, Ю.Соловьев тăрăшнине палăртса хăвармалла. Этнескерти кулатан çиелти пайне И.Катмич питĕ илемлĕ туса лартрĕ. Вăрман Кушкăра В.Шорниковпа В.Ефремов тăрăшнипе кулата çĕнелчĕ. Çĕньялта В.Иванов, С.Смирнов, С.Петров ял варринчи кулатан çĕр çинчи пайне çĕнĕрен хăпартрĕç. 2017 çулта урамсене тĕттĕм вăхăтра çутатса тăма кивĕ лампочкăсене çĕннисемпе, 20 ватлисемпе, улăштарма тытăннă. Ăна виçĕ ялта (Урхас Кушкăра, Чăрăшкассинче тата Вăрман Кушкăра) туса пĕтернĕ. Çак ĕçĕн уссийĕ пысăк пулни куçкĕрет. Виçĕ уйăх хушшинче электроэнергишĕн тỹлемелли укçана 60 пин тенкĕ перекетлеме май панă. Кăçал ытти ялсенче те ку ĕçе малалла тăсма палăртнă. ÇĂВАСЕНЕ ТИРПЕЙЛЕМЕ - СУББОТНИКСЕМ Ял тăрăхĕнче пурĕ виçĕ çăва. Вĕсем Кĕслеяль, Мĕшĕл, Упакасси ялĕсем çывăхĕнче вырнаçнă. Çак сăваплă вырăнсене тирпейлесе тăрасси те пирĕн, вырăнта пурăнакансен, тивĕçĕ. Çуркунне асăннă çăвасен территорийĕсенче субботниксем ирттернĕ. Çак ырă ĕçе хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ỹссе пынине палăртса хăвармалла. Упакасси çăви çинче, çỹп-çапа тасатнисĕр пуçне, картине те, кĕрсе çỹремелли хапхана та юсанă тата çỹп-çап пухмалли ĕщĕксем туса вырнаçтарса лартнă. ÇЫНСЕН КАНĂВНЕ ЙĔРКЕЛЕССИ Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче пĕр Культура çурчĕ тата пĕр библиотека ĕçлет. Ял хутлăхĕн администрацийĕ тата культура ĕçченĕсем çынсен канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ. Культура çуртĕнче аслă ăрупа çамрăк ăру валли тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ. "Савăнăç" ансамбль тата ачасен ушкăнĕ тĕрлĕ мероприятисенче халăха савăнтараççĕ. Çавăн пекех вĕсем район тата республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнаççĕ. Ял уявĕсем те çулсеренех иртеççĕ. Пĕлтĕр вăл Караньялĕнче пулнă. Çемье уявĕпе (сăмахран, ылтăн туйпа) нумай çул хушши пĕрле пурăннă мăшăрсене саламласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сакăрвунă çултан иртнĕ ватăсене те ял администрацийĕн пуçлăхĕ юбилейпе саламлать, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарать. Çĕнĕ çул уявĕ вара - чи пахи, асамли. Ял хутлăхĕн администрацийĕ Урхас Кушкăн Культура çуртĕнче ачасене валли уяв каçĕ ирттернĕ. Унта нумай ачаллă çемьери тата пĕчĕк тупăшлă çемьери ачасене, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курса, çĕнĕ çул парнисем панă. Спонсорсен йышĕнче, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Хлебников тата В.Иванов, Е.Кутузова, В.Чучакова, Н.Шемарин, А.Васильев предпринимательсем. Ял хутлăхĕн администрацийĕ вĕсене ыркăмăллăх акцине хутшăнса ачасене савăнăç парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тăвать.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика