Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Аль" ФСКна çынсем кăмăлтан çÿрĕççĕ

23 января 2018 г.

"Аль" ФСКна çынсем кăмăлтан çÿрĕççĕ

“Аль” ФСК аякранах илемлĕн курăнса ларать. Çу кунĕсенче тата та илĕртÿллĕ. Чечек клумбисенче тĕрлĕ чечексем ешереççĕ. Çурт умĕнчи икĕ фонтан та ватти-вĕттине хăй патне туртать. Чăннипех те канмалли хăтлă вырăн пулса тăчĕ вăл. Тасалăхпа, тирпейлĕхпе тыткăнлать хăнасене тата иртен-çÿрене. Республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем те тăтăшах иртеççĕ, «Ĕçлеме те хÿтĕленме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене те ФСКра параççĕ.
«Тăвайри ФСК чăннипех те халăх йышлă çÿрекен вырăн пулса тăчĕ. Спорт учрежденийĕ кашни уйăхрах çынсене тÿлевсĕр йышăнать. Сывлăхпа спорт кунĕсене район çыннисем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Çемйи-çемйипе çÿ-реççĕ. Тăвай енрен кăна мар, Канаш, Вăрмар районĕсенчен, кÿршĕллĕ Тутар республикинчи çывăхри ялсенчен килекенсене те хаваспах йышăнатпăр»,-терĕ ФСК директорĕ Анатолий Кириллов.
Физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекенсем çынсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Ытларахăшĕ “Ял ĕçченĕ” хаçатпа туслă пулнине те палăртмалла. Татьяна Лебедева, Агния Петухова, Людмила Ефимова, Зоя Михайлова, Валерий Кузнецов, акă, альтернативлă майпа йĕркеленĕ çырăнтарăва. Кăçал вĕсен йышне Валентина Соловьева та хушăнчĕ. Лотерея вылявĕнчи парнене - район хаçатне 2018 çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăмалли подпискăна Тушкилти ваттисен çуртне парнелерĕ.

Сăн ÿкерчĕкре:”Аль” ФСКра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ район хаçачĕн çĕнĕ номерĕпе паллашнă вăхăтра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика