Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти Явăшсен - çĕнĕ автобус

06 февраля 2018 г.

Хальхи вăхăтра республикăри шкул ỹсĕмĕнчи ачасен 32 ытла проценчĕ ялта пурăнать, ял шкулĕсенче пĕлỹ илет. Вĕренỹ ĕç-хĕлĕн пахалăхне, тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе ялсенче инноваци центрĕсем йĕркеленĕ. Никĕс шкулсене ачасене автобус илсе çỹрет. Куллен 312 шкул автобусĕ 651 маршрутпа çула тухать.

Шкул автобусĕсен, ачасене илсе çỹремелли ятарлă транспорт шутланнăран, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем те пысăк. Вĕсене пурне те спутник навигацийĕн системипе тата тахографсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех усă курмалли вăхăт 10 çул иртнĕ тĕлелле вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ. Çак тĕллевпе 2017 çул вĕçĕнче Чăваш Ене федераци программипе килĕшỹллĕн РФ Правительствин йышăнăвĕпе 27 çĕнĕ автобус килнĕ. Кунсăр пуçне республика укçи-тенкипе тата 8 транспорт туяннă.

Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ автобуссен уççийĕсене республикăри шкулсене валеçсе панă. Хаклă парнене илме автобус водителĕсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисем çеç мар, ачасем те çитнĕ. Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Ăслăлăх библиотеки умĕнчи тỹремре çак ятпа савăнăçлă уяв йĕркеленĕ.

Телейлисен йышĕнче Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ Николай Ильин тата вĕренекенсем те пулнă. Шкула çĕнĕ автобус парнеленĕшĕн вĕсем чăннипех те хĕпĕртенĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика