Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ кăмăла хуçать

02 февраля 2018 г.

Ялта пурăнакансене паянхи кун сĕт çав тери йỹнĕ пулни пăшăрхантарать - пĕр литр сĕте 14-16 тенкĕпе пуçтараççĕ. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çав тери пĕчĕк хак. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче 1 литр сĕт 20 тенкĕрен те иртнĕччĕ. Сасартăк сĕт хакĕ чакни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Ялта пурăнакансене тĕп тупăш параканни хĕллехи вăхăтра шăпах сĕт-çке. Нумайăшĕ килти хушма хуçалăхра 4-5 ĕнерен кая мар тытать. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленисем те сахал мар. Вĕсем, паллах, сĕте йỹнĕ хакпа пуçтарнăшăн кăмăлсăр.

- Ялта хальхи вăхăтра сĕте 15 тенкĕпе пуçтараççĕ. Çав вăхăтрах вара лавккасенче сĕт хакĕ чакмасть, ỹсет çеç. Лавккара пĕр литр сĕтшĕн 45 тенкĕ кăларса хумалла. Тĕлĕнмелле те пек. Ял çыннисен мĕнрен тупăш илмелле? Калама хĕн. Выльăх-чĕрлĕх те тупăш кỹреймест. Тăкаклă ĕçлетпĕр эпир. Çăвĕпех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлетпĕр. Çу кунĕнче канса кураймастпăр вĕт. Хĕлле сĕт хакĕ чакса кайни чăннипех те кĕтменлĕх пулчĕ. Çак ыйтăва мĕнле те пулин уçăмлатасчĕ, - теççĕ Нĕркеç ялĕнче пурăнакансем.

Паян Раççейри сĕт рынокĕнче хĕл кунĕшĕн нихçан пулми лару-тăру хуçаланать. Çак вăхăтра ĕнесем пăруланине, сăвăм чакнине кура сĕт хакĕ самаях ỹсетчĕ. Кăçал вара пачах урăхла ỹкерчĕк.

Пирĕн районта пурăнакансенчен сĕт пуçтаракансем чылайăн: Н. Козлова, Р.Шарафутдинов, В.Агамирян, П.Иванов уйрăм предпринимательсем, "Нур" СППК, "Молгород", "Мир" ООО-сем, "Асаново", "Победа" ЯХПК-сем, "Урожай", "Искра" колхозсем. Январĕн 26-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пĕр литр сĕте 14-16 тенкĕпе туяннă. Чи пысăк хак - 16 тенкĕ - Асанкасси тата Шурут ял тăрăхĕсенче пулнă. Апла пулин те сĕт хакĕ тата чакмалла текен сăмах ял çыннисене канăç памасть.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ыйтăва уçăмлатса килти хушма хуçалăха аталантарассипе ĕçлекенсене фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе ял хуçалăх кооперативĕсене пĕрлешме, сĕте вырăнтах тирпейлеме сĕннĕ. Паян вара районта çак ыйтупа анлă канашлу иртмелле. Унта лару-тăрăва лайăх енне улăштаракан йышăну е çул-йĕр тупсан питĕ аванччĕ.

Сĕт хакĕ пĕчĕкки ĕнесен йышне чакармĕ-ши?

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика