Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ турнир

12 января 2018 г.

Йăлана кĕнĕ турнир

Енĕш Нăрваш ялĕнче йăлана кĕнĕ çĕнĕ çул ячĕпе йĕркелекен волейбол турнирĕ 5-мĕш хут иртрĕ. Кăçал унăн пуçаруçисем Юлия Сергеевна Кузнецовапа Евгений Константинович Данилов пулчĕç. Юля волейбол вăййине мĕн шкулта вĕреннĕ чухнех кăмăлланă, шкул тата ял командисен чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ, халĕ вăл Санкт-Петербургра биологи учителĕнче ĕçлет.
Çĕнĕ çул турнирне ялти 6 команда хутшăнчĕ: “Йăлăмкас”, “Ветерансем”, “Çамрăксем”, “Титаны”, “Леон” тата “Шкул ачисем”. Кашни командăрах яшсемпе пĕрле хĕрсем ?арçынсемпе хĕрарăмсем/ те пулчĕç, пурĕ вара тупăшусене 40 ытла участник хутшăнчĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче пур тĕлпулу та çивĕч иртрĕ. Уйрăмах “Çĕнтерÿçĕ команда” ятне илессишĕн пынă вăйă “Йăлăмкаспа” “Ветерансем” хушшинче хĕрÿ пычĕ. Пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç, çавах “Йăлăмкас” команди пысăк ăсталăхпа палăрчĕ. ”Çамрăксен” волейболисчĕсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
“Чи лайăх вылякан” ята Дима Михайлов тата Екатерина Михайлова çĕнсе илчĕç. Светлана Михайлова “Чи лайăх çыхăнтарса вылякан”, Валерий Ильин “Чи ăста вылякан”, Анастасия Тихонова “Пур çĕре те ĕлкĕрекен”, Арина Игнатьева “Чи çамрăк волейболист” ятсене тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, ăста вылякансене медальсемпе тата грамотăсемпе хавхалантарнă. Парнесене саламласа параканĕ Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке пулчĕ. Ăна вара “Турнирăн хисеплĕ болельщикĕ” ятлă грамота парса чысларĕç, ара Владимир Алексеевич кашни çулах турнирпа интересленет, унăн витĕмне ÿстерессишĕн хастар тăрăшать.
Кирек мĕнле мероприятие те спонсорсен пулăшăвĕсĕр ирттерме кансĕртерех халĕ. Асăннă ăмăрту вара ял çыннисемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Çакăншăн ял администрацийĕн пуçлăхне Роман Егорова, Татьяна Кузнецована, Александр Иванова, Геннадий Михайлова ырă енчен палăртса тав сăмахĕ каламалла. Ятарлă эмблема та ?унăн авторĕ Егор Егоров/ виççĕмĕш çул ĕнтĕ турнирăн сумне ÿстерсе ял халăхне уява йыхравлать.
Турнир шкул спортзалĕнче иртнĕ. Ăмăртусем умĕн В.И.Ильин директор çине тăнипе кунта хăш-пĕр юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Ку тĕлĕшпе “УК Янтиковская” общество ертÿçи Ю.А.Ефимов та хăйĕн тÿпине хывнă. А.В.Иванов çак ĕçе çамрăксене явăçтарнине те палăртса хăварас килет.
Юлашкинчен çакна та каламалла, спортзалта куракансем йышлăн пулчĕç, килти ĕçсем пирки манса кайсах темелле çывăх çыннисене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.Турнира хутшăнакансен вăйă ăсталăхĕ те ÿссе пыни куçа курăнать, ку вара пурне те савăнтарать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика