Канашский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ

Кайăксем валли сырăшсем ăсталанă

Кайăксем валли сырăшсем ăсталанă

Хěл кунě кайăксемшěн чи йывăр тапхăр шутланаççě. Чылайăшě сивве тÿсейменнипе тата выçăпа аптăранипе çуркуннеччен пурăнса çитереймест. Çавăнпа та хěллехи вăхăтра пирěн хамăрăн çунатлă туссене пулăшма тăрăшмалла.

Çěнě Пинер ялěнчи клубра «Ăста алăсем» кружок ěçлет. Унта ачасем хаваспах çÿреççě. Вěсем черетлě пěр занятире алă айěнчи хатěрсенчен сырăшсем ăсталанă. Вěсене сад пахчинчи йывăçсем çине тухса çакнă. Сырăшсене çут çанталăк тусěсем сăнасах тăраççě, апачě чакса пынă май тултарса пыраççě.

Кайăк-кěшěк сад пахчинчен кунěпе те татăлмасть. Ырă ěç вара яланах хире-хирěçле. Çуллахи вăхăтра кайăксем сад-пахчапа уй-хире сиенлě хурт-кăпшанкăран тасатса пулăшěç.



"Канаш"
31 января 2018
18:46
Поделиться