Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙ-ХИР КАНАТЬ ПУЛИН ТЕ…

27 января 2018 г.

УЙ-ХИР КАНАТЬ ПУЛИН ТЕ…

Кун вăрăмланса пыни ял çыннине çур аки çывхарса килнине аса илтерет.

Акана хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе кăсăкланса иртнĕ кунсенче Аслă Елчĕкре — Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса курма тỹр килчĕ. Валерий Падуев председатель те, шăпах çак вăхăтра техника паркне пырса çитнĕскер, ятарлă кăмакапа хутса ăшăтакан гаражра пикенсех ĕçе кỹлĕннĕ — тимĕре «чун» кĕртекен механизаторсемпе паллаштарчĕ.

— Хăйсен ĕçне пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлакан çакăн пек пуçаруллă çынсем пурри савăнтарать, — терĕ кăмăллăн председатель хальхи вăхăтра Т-25 трактор коробкине те хăйсем тĕллĕнех тума ăсталăх çитерекен механизаторсемпе кашнийĕнпе уйрăммăн паллаштарнă май.

Ял хуçалăх предприятийĕнче çĕр ĕç культурисене туса илессинче çĕнĕ технологисемпе усă курассине çулсерен анлăлатса пынине кура ĕç тухăçлăхĕ ỹссе пырать, механизаторсен ĕç условийĕ лайăхланать.

Кăçал хирте ял хуçăлăх культурисене акса хăвармалли лаптăксене те палăртнă. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тутлăхлă, усăллă апатсемпе тивĕçтересси яланхи пекех тĕп тĕллев пулса тăрать.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Виталий Хушкин, Игорь Чернов, Петр Патшин, Андрей Шакин, Александр Долгов механизаторсем кашни кунхи ĕç ăнса пынипе кăмăллă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика