Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсем чылай

17 января 2018 г.

2017 çулта районти вĕрентÿ тытăмĕнче пĕтĕмĕшлĕ ырă кăтартусем пулнă:

Вăрнарти 2-мĕш шкулти кĕçĕн классен учителĕ Наталья Анатольевна Ксенофонтова «Чăваш енри çулталăк учителĕ-2017» республика конкурсĕн пилĕк чи лайăх финалисчĕ йышне кĕнĕ.

Санарпуçĕнчи тата Вăрнарти 2-мĕш шкулти чăваш чĕлхи учителĕсем Ирина Геннадьевна Семенова тата Эльвира Анатольевна Христофорова пĕтĕм тĕнчери конкурс çĕнтерÿçипе призерне хатĕрленĕшĕн, Калининăри «Светлячок» ача сачĕн воспитателĕ Ираида Николаевна Матвеева кăтартуллă ĕçшĕн Чăваш ен Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти информатика учителĕ Людмила Ивановна Орлова «Хальхи шкулти математикăпа информатика урокĕсем» республика фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ку шкулти педагогсемех – Тамара Александровна Алексеева, Сергей Леонидович Канюков, Елена Валерьевна Судова ачасене кăмăл-сипетпе этеплĕх тата гражданла-патриотизмла воспитани парассипе методика материалĕсен республика конкурсĕнче палăрнă.

Ярмушка шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕ Марина Николаевна Перепелкина педагогика идейисен регионсем хушшинчи «Уçă урок» фестивалĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Малти Ишекри шкулти биолог тата химик Инна Вячеславовна Иванова çутçанталăк палăкĕсене халалласа ирттернĕ республика фестивалĕн «За границами урока» номинацийĕнче çĕнтернĕ.

Вăрнарти 1-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Калининăри, Вăрнарти 2-мĕш, Çĕрпел шкулĕсенчи учительсем Зоя Петровна Казакова, Людмила Геннадьевна Григорьева, Надежда Николаевна Степанова, Людмила Гурьевна Сергеева, Елена Федоровна Васильева республикăри предмет олимпиадисен тата ăс-хакăл вăййин призерĕсене хатĕрленĕ.

Вăрнарти 1-мĕш шкулти чăваш чĕлхи учителĕн Инна Михайловна Егорован вĕренекенĕ «Янра, чăваш сăмахĕ» регионти конкурсра çĕнтернĕ.

Тĕн культури енĕпе йĕркеленĕ баннершăн Вăрнарти 2-мĕш шкул сайчĕ II степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Калинино шкулĕн кадечĕсем Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕнтернĕ. «Кадетсен балĕ» республика конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Мăн Явăш шкулĕнчи кадетсем республикăри «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурсра, çамрăк космонавчĕсем республика слетĕнче палăрнă.

Çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен отрячĕсем хушшинче ирттернĕ республика флешмобĕнче Аçăмçырми шкулĕ 2-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсемех республикăра çĕнтерсе Чăваш ен чысне 7-мĕш хут Раççейре хÿтĕленĕ, 6-мĕш вырăн йышăннă.

Пăртас шкулĕнчи «Экодозор» команда республикăри çамрăк экологсен слетĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Муниципаллă программăсен республикăри конкурсĕнче Галина Виноградован «Молодежь Вурнарского района: 2017–2020 çулсем» çумпрограммине чи лайăххи тесе палăртнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра пĕтĕмĕшле зачетра Вăрнар районĕ 4-мĕш, яллă районсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.

                                                                                                                         Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика