Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçлекен тата ĕçлемен çын. Кам вăл?

26 января 2018 г.

Паянхи кун ĕçсĕррисене икĕ мелпе шута илеççĕ. Çын халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче официаллă майпа регистрациленнĕ пулсан ăна ĕçсĕррисен шутĕнче тесе калатпăр. Раççей Федерацийĕн саккунсен пуххисенче ăна акă мĕнле палăртнă: "Ĕçлеме пултаракан, анчах та ĕçлемен тата ĕç укçи илмен, ĕç тупас тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕнче регистрациленнĕ ĕç шыракан тата ĕçлеме пуçлама хатĕр çынна ĕçсĕр тесе шутлаççĕ". Январĕн 25-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта кун пекки пурĕ 43 çын шутланать.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ ĕçсĕррисене вара урăхларах мелпе палăртать. Вăл ятарлă тĕпчев вăхăтĕнче ĕçлемен, анчах та ĕç шыранă тата паян-ыранах ĕçлеме тытăнас тĕллевлĕ 15-72 çулхи çынсене ĕçсĕр тесе шутлама ирĕк парать.

Ĕçлекен çын шутне камсем кĕреççĕ-ха вара? Вĕсем çаксем: çырса е сăмахпа каласа тунă килĕшỹпе эрнере пĕр сехет те пулин ĕçлесе уншăн ĕç укçи е натураллă мелпе илнисем; харпăр хăйĕн предприятийĕнче, харпăр хăй пуçарнă ĕçре е тăванĕ патĕнче, вăл шутра ĕç договорĕ тумасăрах ĕçлекен, ĕç паракан, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тата çемье предприятийĕнче пулăшакан производство кооперативĕсен членĕсем; килти хушма хуçалăхра, вăрман хуçалăхĕнче, сунарпа, пулă ĕрчетнипе продукцие сутас е улăштарас тĕллевпе туса илекенсем; чире е чирлĕ çынна пăхнине пула ĕçре çуккисем тата 6 уйăхран нумай мар тăсăлакан ытти отпускрисем, унсăр пуçне ача çуратма, ăна виçĕ çулччен пăхма отпуск илнисем; çар е патшалăхăн ытти службин ĕçченĕсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика