Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсем конкурса хутшăннă

26 января 2018 г.

Кадетсем конкурса хутшăннă

Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче кадет шкулĕсемпе вĕренÿ организацийĕсенче 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче «Тăватă Çĕнтерÿ балĕ» республика конкурсĕ иртнĕ. Ăна çĕршыври Куликово уйĕнче çĕнтернине, Мускава поляк интервенчĕсенчен ирĕке кăларнине, 1812 çулхи Наполеон çарĕсене хирĕç кĕрешнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине халалланă. Унта республикăри 400 ытла кадет хутшăннă. Асăннă конкурса Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекенсем те кайма тивĕçнĕ. Вĕсем шăпах Чăваш Республикин кадет шкулĕсемпе класĕсен Ассоциацийĕн бал ассамблеин 6-мĕш конкурсĕнче ирĕклĕ бал композицийĕнчи вальс ташшипе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Александрпа Олеся Тихоновсем «Бал ташшинчи чи лайăх мăшăр» номинацие хутшăннă.

Хĕре вальс ташлама чĕнме пĕлмест пулсан мĕнле кадет-ха вăл; Çавăнпа та бал ташшисен вăрттăнлăхне туптама хĕрачасемпе арçын ачасене Лилия Ефимова хореограф пулăшать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика