5 ПСО ФПС ГПС ГУ МЧС России по Чувашской Республике-ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва чăмас умĕн…

19 января 2018 г.

Паян, кăрлачăн 19-мĕшĕнче, Кăшарние паллă тăватпăр. Православи тĕнне ĕненекенсенчен нумайăшĕ çак кун вакăра шыва кĕме тăрăшать.

Хĕллехи праçник кунĕнче шыва чăмса тухас текенсем валли республикăра кашни çулах ятарлă вырăнсем хатĕрлеççĕ, вакăсем касаççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — кăçал районсемпе хуласенче çакнашкал 116 вырăн хатĕрленĕ. Шупашкар хулинче, ытти çулти пекех, тĕп вакăра /вăл Атăлта, арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕ çывăхĕнче/ шыва кĕрес текен йышлă пуласса кĕтеççĕ.

Икĕ кун маларах ведомствăсен хушшинчи комисси Чăваш Енĕн тĕп хулинчи вакăсене тата çывăхри территорисене Кăшарние еплерех хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Хулари тăватă вакă патне те пымашкăн йывăç трапсем, çавăн пекех тумтир улăштармалли кабинкăсем, саксем, çÿп-çап валли контейнерсем вырнаçтарнă. Турникетсем те пур. Каçхи вăхăтра лаптăксене прожекторсемпе çутатĕç. Тротуарсене юртан тасатнă. Шыва кĕрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çăлавçăсем, медицина тата ШĔМ ĕçченĕсем талăкĕпех хурал тăрĕç.

«Кăшарнире çакăн валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çеç шыва кĕме юрать. Сивĕ шыва кĕрес умĕн юн пусăмне виçсен аван: вăл пысăк тăк юн тымарĕсем туртăнса хутланас хăрушлăх пур, пĕчĕк тĕк шăнăр туртма е çын тăнне çухатма пултарать. Вакка кĕриччен эрех-сăра ĕçме юрамасть, алкоголе пула организм хăвăртрах шăнать, чĕрене йывăр килет. Сивве чăтăмлăрах пулас тесен 1,5-2 сехет маларах пĕр апат кашăкĕ пулă çăвĕ лимон касăкĕпе е тăвар сапнă хура çăкăр татăкĕпе çиме сĕнеççĕ. Вакă патне çитсен малтан — çиелти тума, тепĕр темиçе минутран пушмака хывмалла, пилĕк таран салтăнмалла, унтан — малалла, çакăн хыççăн тин шыва кĕмелле. Шыва кĕриччен кĕлеткене çуллă кремпа е олива çăвĕпе лайăх сăтăрсан аван. Шывра 1-2 минутран ытла пулмалла мар. Унтан тухсан çăмламас ал шăллипе шăлăнмалла та ăшă çĕре васкамалла, вĕри чей ĕçмелле», — сĕнеççĕ МЧС ĕçченĕсем.

Источник: "Хыпар"

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

                          Показать на карте

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика