Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă стипендиатка

Пултаруллă стипендиатка

Январĕн 25-мĕшĕ - Студентсен кунĕ. Халăхра ăна ытларах "Татьяна кунĕ" ятпа чыслаççĕ, сумлаççĕ.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 в класра вĕренекен Татьяна Николаевна Беззубова /ÿкерчĕк çинче/ кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. Çывхарса килекен Татьянăсен кунĕнче шăпах çак пултаруллă хĕрпе паллаштаратпăр хамăрăн вулакансене. Çулталăк тăршшĕпе Татьяна Беззубова уйăхсерен 1830 тенкĕлĕх стипендие илсе тăрĕ. Пĕлтĕр район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă. Вĕренÿре, шкул пурнăçĕнче малта пыракан маттур хĕр ача стипендиат ятне чăннипех е тивĕçлĕ. Шкулта "5" паллăсемпе кăна вĕренекенскер район, республика шайĕнчи олимпиадăсене те хутшăнать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл олимпиадăсен муниципаллă тапхăрĕнче физкультура, хими предмечĕсемпе призер, биологи тата экологипе çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра биологипе призер ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Т.Беззубова республикăри, районти пултарулăх конкурсĕсенче, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче активлă хутшăнать. Акă, "Мама... Как много значит это слово" Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕнче "Интеллектуаллă викторина" номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. Кашни çулах ытти ачасемпе пĕрле туристсен слечĕсене хутшăнать, вăрман олимпиадисенче тăтăшах призер е çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет. Татьянăн пур енлĕ пултарулăхĕ çинчен çырса кăтартмалли чылай. Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнать. Унăн Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ГТО ылтăн палли те пур. Çавăн пекех стипендиатка шкул парламенчĕн председателĕ те.

 



24 января 2018
09:16
Поделиться