ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тăвасси - йăхран йăха

30 января 2018 г.

Валерий Алексеевич Галкин тухтăра районта палламан çын çук та пулĕ. Ара, кашниех хамăра сывăмартарах туйма пуçласан районти шурă халатлисем патне васкатпăр-çке. Пациентăн шăпи вара, чылай чухне, врач ăсталăхĕпе унăн тỹрĕ кăмăлĕнчен нумай килет.

- Чирлĕ çынна сывалма пулăшни - пирĕн тĕп тивĕç, - тет опытлă врач-терапевт.

Валерий Алексеевич медицина институтĕнчен вĕренсе тухнăранпах, 46 çула яхăн ĕнтĕ, сывлăх сыхлав тытăмĕнче тар тăкать. Халĕ вăл Комсомольски район больницинче тĕп врач çумĕнче тăрăшать. Хăйĕн пурнăçĕнче Валерий Алексеевич пиншер çынна пурнăç илемне тепĕр хут курма-туйма пулăшнă, вĕрентнĕ.

Валерий Галкин Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи служащи çем-йинче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ, Алексей Михайлович - Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Вăрçă хыççăн юхăннă çĕршыва ура çине тăратма питĕ хĕн пулнă. Паллах, çак ĕçе пурнăçлама çирĕп кăмăллă, тỹрĕ çынсем анчах пултарнă. Алексей Михайловича та манăн шăпах çакăн евĕррисен йышне кĕртессĕм килет. Ахальтен мар пуль ĕнтĕ ăна вăхăтĕнче тăван тăрăхĕнчи, Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи, вăтам шкула ертсе пыма шаннă. Валерин амăшĕ вара, Мария Андреевна, ĕмĕрĕпе "Гигант" колхозра тар тăкнă. Ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне, тỹрĕ кăмăлне курса ар-çын ача та яланах кун-çул парнеленĕ çыннисем пек пулма тăрăшнă. Çапла, ырă йывăç ырă çимĕç çитĕнтерет çав вăл ялан.

Мĕн пĕчĕкрен тухтăр профессине алла илме тĕв тунăскер, çутă ĕмĕтсене пурнăçлама Горький хулинчи С.Киров ячĕллĕ медицина институтне вĕренме кĕрет. Дипломлă специалист ял тăрăхĕнче ĕçе пуçăнать. Кунта вăл хăйне ырă енчен анчах кăтартнă, хастар ытти юлташĕсенчен организатор таланчĕпе те уйрăларах тăнă. Çавна май ăна, пуçаруçă кăмăллăскере, тĕп больницăна ертсе пыма шанаççĕ. 1988 çулччен Валерий Алексеевич çак тивĕçе çỹллĕ шайра пурнăçлать: малтанах сĕт кухнине, унтан флюорографи кабинетне туса хураççĕ. Шурут ялĕнче васкавлă пулăшу филиалĕ хута кайни те вăл тăрăшнипех пулнă. Çав çулсенчех районти тĕп больницăра ача-пăча корпусне тума тытăнаççĕ.

1988 çулта пултаруллăскере Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин медицинăпа санитари чаçĕн поликлиникин начальникĕ пулма сĕнеççĕ. Ку ĕçре Валерий Алексеевич 20 çул тăрăшнă.

Опытлă тухтăра ĕçри çитĕ-нỹсемпе хастарлăхшăн пĕрре мар Хисеп хучĕсем парса чысланă, вăл "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Валерий Алексеевич мăшăрĕпе, Зинаида Алексеевнăпа пĕрле, икĕ ачана кун çути парнелесе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ, Ирина, вĕрентекен профессине алла илнĕ. Ывăлĕ Саша та йăхран йăха куçакан туртăма суйласа илнĕ: тухтăра вĕренсе ырă ĕçĕн вăчăрине малалла тăснă. Вăл - Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин çар-врач комиссийĕн начальникĕ.

Çак кунсенче Валерий Алексеевич Галкин 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Районти хисеплĕ çынна, опытлă тата тỹрĕ кăмăллă тухтăра эпир çăлкуç таппиллĕ иксĕлми вăй-хал, хурçă пек çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика