Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - ултавçăсем

26 января 2018 г.

Халĕ ĕлĕкхи мар, пĕр-пĕр япала туянма шухăш тытсан, ăна Интернет урлă та заказ параççĕ çынсем. Унтан таварне ярса париччен, ĕçне тăвиччен малтан уншăн укçа тÿ-лесе хураççĕ. Урăхла каласан, япалине сутакансем ыйтнипе предоплата тăваççĕ. Анчах çакăн хыççăн япали килмесĕр те пултарать. Ун пек тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă. Çавăнпа япаласене Интернет урлă заказ пама ан васкăр, тимлĕ пулăр.
Ултавçăсем “Мобильнăй банк” услугисемпе те хăйсене кирлĕ пек усă курма, çынсене йăкăртма вĕренсе çитнĕ. Эсир хăвăрăн сотовăй телефона “Мобильнăй банк” услугисемпе çыхăнтарнă пулсан, телефона çумра тытăр, хăвăртан ан хăпартăр, ют çынсене ан парăр. Унсăрăн хытах пăшăрханмалла пулса тухĕ. Акă больницăра пĕр палатăра сипленекенех пĕрле выртнă çыннăн “Мобильнăй банк” услугисемпе усă курса унăн банк картти çинчи укçи-тенкине хăйĕн картти çине куçарнă. Пĕр-пĕрне шанса, пĕр палатăра чуна уçса шăкăл-шăкăл калаçса выртакан çынранах авă темĕн те кĕтме пулать. Юнашар пĕрле сипленекен çын кÿрши çапла ултавçă пуласса шутламан та ĕнтĕ, унсăрăн ăна телефонне шанса тыттарман пулĕччĕ.
Тепри-тепри вара приз выляса илнĕ. Кĕçех телефон шăнкăртатса каять: “Призшăн малтан налук укçи тÿлĕр, ун хыççăнах япалине ярса паратпăр” тесе пĕлтереççĕ. Анчах кайран шăп-шăпăрт - призĕ килмест те килмест.
Е тата ултавçăсем, пĕр-пĕр банкра ĕçлекен пек пулса, “Ваша карта заблокирована” тесе шăнкăравлаççĕ, парольне, банк карттин номерне ыйтаççĕ. Çакăн хыççăн ултавçăсем хăйсен киревсĕр ĕçне тăваççĕ, банк карттин хуçине “çурăк такана” умне тăратса хăвараççĕ.
Интернетпа avito.ru урлă япала сутнă чухне те улталанасси çавăнтах. Сирĕн япалана туянасси çинчен хыпарлаççĕ, укçа куçаратпăр тесе “Мобильнăй банк” услугине кĕрттереççĕ, парольпе банк карттин номерне ыйтса пĕлеççĕ, вара сирĕн карта çинчи укçана хăйпăтма та именсе тăмаççĕ.
Тĕрлĕ майсем тупаççĕ ултавçăсем, çынсем хăйсене шаннипе усă кураççĕ. Çавăнпа тимлĕ- хе самантлăха та çухатма кирлĕ мар, вĕсен серепине лекессинчен сыхланма тăрăшмалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика