Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ

26 января 2018 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне 7-мĕш хут çулленхи Çырăвĕпе тухрĕ. Чăваш Ен çыннисене республикăра пурăнма тата ĕçлеме малашне те яланах хăтлă та тирпейлĕ пултăр тесе тимлеççĕ çапла майпа.
Çырура регион аталанăвĕн стратегиллĕ çул-йĕрне, Правительствăпа Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, республикăри предприятисемпе организацисен çывăх вăхăтри тата малашлăхра пурнăçламалли тĕп ĕçĕсене палăртнă.
Пĕлтĕр республика аталану çулĕпе шанчăклă малалла утрĕ.
Промышленноçпа ял хуçалăх продукцине ытларах туса илеççĕ, ваккăн тавар суту-илĕвĕн çаврăнăшне ÿстерсе тата экономикăри ытти сферăн кăтартăвĕ-сене лайăхлатса пыраççĕ. Республикăра пурнăç условийĕ-сене аванлатассишĕн тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул вăтам ĕç укçин калăпăшĕ 4,6 процент пысăкланнă.
Чăваш Ен инвестици илĕртÿ- лĕхĕпе 85 регионтан тăракан Наци рейтингĕнче 2-мĕш вырăнта тăрать.
Республика Пуçлăхĕ çапла хăйĕн Çырăвĕнче кашни сфера аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Пĕлтĕр ялсенче çĕнĕ ФАПсем, шкулсемпе культура учрежденийĕ-сем тунă пулсан, ку ĕçсене малалла тăвĕç. Тĕллевлĕ ĕçлени çынсен ĕмĕрне тăсать. Медицина пулăшăвĕ-пе вăхăтра тата пахалăхлă тивĕçтерес пирки те палăртрĕ Михаил Васильевич.
2018 çул - хăй ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакан çулталăкĕ. Çавăнпа пирĕн кăçал ĕç вырăнĕнче район, республика, Раççей малашлăхне шута илсе ĕçлемелле.
Тăвай енре иртнĕ ытларикун пулнă Пĕрлехи информаци кунĕнче те шăпах Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва сÿтсе яврĕç.
Района республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева ертсе пыракан ушкăн килчĕ.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче информушкăн членĕсем малтан муниципаллă служащисемпе тĕл пулчĕç, çÿлерех асăннă темăна хускатрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Çакăн хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пыракан ушкăн Тăвайри вăтам шкулта пулчĕ. Вĕрентекенсемпе пĕрле Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсем пирки калаçрĕç. Тĕлпулăва Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева та хутшăнчĕ. Самантпа усă курса шкулта ĕçлекенсем районти халăха медицина пулăшăвĕ парасси мĕнле шайра пулса пынине пĕлесшĕн пулчĕç. “Врачсем патне кĕрекенсен, юн паракансен черечĕсем хăçан кĕскелĕç-ши;” - тесе ыйтрĕç. Ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарчĕç. Информушкăн ертÿçи, сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пирки сăмах пуçарчĕ, ку документ регионти обществăпа политика сферисене тата социаллă пурнăçпа экономикăна пырса тивни пирки каларĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусем масштаблă çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртме пулăшнă.
Амăшĕн капиталне тÿлемелли вăхăта тăснă, çамрăк çемьесене пĕрремĕш ача çуралсан уйăхсерен, пепке 1,5 çула çитиччен пысăкрах суммăллă социаллă тÿ-левпе тивĕçтереççĕ кăçалтан пуçласа, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшма ипотека субсидийĕ параççĕ. Нумай ачаллă çемьесем те тимлĕхсĕр юлмĕç.
Çакăн хыççăн асăннă ушкăн Тăвайри Ленин проспектĕнче вырнаçнă кооператорсен магазинне çул тытрĕ. Унăн алăкĕ тăрринчи “Эпир уçăлтăмăр” тесе çырса хуни таçтанах курăнать. Лозунг айккисене шарсем çакса илемлетнĕ. “Аптека пункчĕ”, - текен вывеска та пур.
Шалалла иртрĕмĕр, суту-илÿ залĕнче çĕнĕлĕх пирки пĕлме ĕлкĕрнисем пухăннă. “Кунта аптека пункчĕ ĕçлессине йĕркелени лайăх ĕнтĕ. Çăкăрпа сахăр песукĕ, ытти тавар илме кĕрсен, эмеллĕ пулма та май пур”, - тесе калаçаççĕ çынсем. “Çул урлă каçсан, хирĕçех тепĕр аптека çынсене тивĕçтерет-çке;” - интереслентĕмĕр вĕсенчен. “Конкуренци пулни лайăх, эмелпе тивĕçтерекенсене ку енĕпе питĕ тимлĕ пулма хистет. Пире вара препаратсен хакĕсене танлаштарма май парать”, - пĕр шухăш патне пырса тухрĕç кĕтекенсем. Кĕçех район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе ытти хăнасем килсе çитрĕç.
-Тăвай енĕн хаклă çыннисемпе хăнасем, эпир темиçе çул каяллах уйрăм суту-илÿ точкисенче эмел сĕнсе тивĕçтернĕ чирлисене. Хальхи вăхăтра кооператорсем çавнашкал услугăсем паман, паян, эпир тăвайсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма хутшăнса, апат-çимĕç таварĕсем сутакан магазинра медицина препарачĕсем сĕнме пуçласшăн тавар туянакансене. Аптека пункчĕ паян алăкне уçать, унта аслă пĕлÿ илнĕ Нина Петровна Федорова ĕçлеме пуçлать. Кĕрсе курăр, хаклăр кооператорсен çĕнĕлĕхне”, - терĕ программăна уçса “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи Вячеслав Федоров.
“Чăваш Республикин тĕнче шайĕ-нчи ят-сумĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Пирĕн предприятисен çитĕнĕвĕсене чикĕ леш енчи кампанисем пысăка хурса хаклаççĕ.
Санкци йĕркине пăхмасăр, тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕн калăпăшĕ пĕлтĕр, 2016 çултипе танлаштарсан, 19 : чухлĕ ÿснĕ тата 26 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă”, - палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
“Хамăрăн производствăна, чăн малтанах, пысăк технологиллĕ, ку чухнехи конкуренцие юрăхлă тата питех те кирлĕ таварсем туса кăларма палăртакан производствăна аталантармалли çул-йĕре малалла тăсмалла пирĕн “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕ те ку енĕпе начар май вăй хурать. Хăйсем туса кăларакан продукцисен производствине пирĕн кооператорсем чылай тимлĕх уйăраççĕ, унăн кăтартăвĕсене çуллен лайăхлатса пыраççĕ”, - çапла пуçларĕ сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.
Унтан Светлана Ивановна, Наталия Михайловна, Лилия Васильевна, Валерий Васильевич тухса калаçрĕç, аптека пунктне вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ пек хĕрлĕ хăю касрĕç çакăн хыççăн. Н.Федорова фармацевт çынсен ыйтăвĕсем çине хурав пама тытăнчĕ те кĕçех. Кунта пайщиксемпе пенсионерсене эмелсене 5 процент скидкăпа сутаççĕ.
Пĕрлехи информаци кунне килнисен тепĕр ушкăнĕ Тĕмер ял тăрăхĕнче пулчĕ. “АККОНД” обществăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Ивановпа район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин калаçрĕç пухăннисемпе. Шкулта тата ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем пĕрремĕш ача çуралсан паракан çĕнĕ тÿлевпе кăсăкланнинчен пуçласа вĕрентÿри ĕçсем таранах интересленчĕç.
Владимир Алексеевич Пенси фончĕн республикăри пай управляющийĕн заместителĕпе Валерий Николаевпа пĕрле Тушкилти вăтам шкулта калаçу йĕркелерĕç. Пенси ÿсĕмĕн çулĕсем пирки те ыйтрĕç унта.
Тăвай районĕнчи радио 60 çул тултарнине халалланă мероприятие те хутшăнчĕç информушкăн членĕсем.
Кăнтăрла иртсен вĕсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕ-нче панă хăш-пĕр ыйтусене контроле илнĕ, вĕсене тивĕçлĕ хурав парĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика